Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫул ҫийӗн пахалăхĕпе Хусан Мускавран иртсе кайнӑ

"Ытарми, хитре-ҫке эс, Хусанӑм, Урӑх ҫук-тӑр лайӑхрах хула", – тесе юрлатчӗ 2005 ҫулта "Хусан чӑвашӗсем" ушкӑн ертӳҫи Алексей Наумов. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Хусан Атӑл ҫинчи юмахри пек илемлӗ шӗкӗр хула пулса тӑчӗ. Унӑн ҫулӗсене халь тӗслӗхе тӑратаҫҫӗ.

Хусанта пурӑнакансем унти ҫулсен пахалӑхне лайӑх тесе хакласа хулана рейтингри иккӗмӗш вырӑна кӑларнӑ.
Тӗпчевҫӗсем ҫын шучӗпе ҫур миллионран иртекен 37 хулари водительсене ҫул ҫийӗн пахалӑхне хаклама ыйтнӑ.
"Хисеплӗ иккӗмӗш вырӑна Хусан тухрӗ: кунти ҫулсене вӑтамран 3,73 балпа хаклаҫҫӗ. Тутарстанӑн тӗп хули икӗ ҫул хушшинче вӑтам бала палӑрмалла ӳстернӗ – паян Хусан ҫулӗсене 2018 ҫулхинчен 0,46 бала ҫӳллӗрех хаклаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ тӗпчев авторӗсем. 
Пӗрремӗш вырӑн Тюмень хулинче, унта пурӑнакансенчен 86 проценчӗ ҫулсене лайӑх е питӗ лайӑх тесе хаклать. Вӑтамран илсен, 5 балран 4,18 бал чухлӗ. Малта пыракан хуласен шутӗнче Мускав – виҫҫӗмӗш. Кунта вӑтам бал – 3,66.
Рейтингра Ҫырчалли 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Ун хыҫҫӑн Воронеж, Краснодар, Питӗр, Кемерово, Пенза, Новокузнецк пыраҫҫӗ. 
Ҫур миллионран ытларах ҫын пурӑнакан хуласенчен Новосибирскра, Рязаньре, Иркутскра ҫулсем аванах мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев