Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» 35 çулхи юбилейне паллă турӗ

Февралӗн 15-мӗшӗнче Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменӗнче «Канаш» хаçатăн 35 çулхи юбилейӗ шавласа та кӗрлесе çӳллӗ шайра иртрӗ. Ульяновск облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш хаçатне вулакансем чылай пухăннăччӗ керменте. Салам сăмахӗсем те нумай илтӗнчӗç сцена çинчен. Хаçатçăсем хăйсене пулăшса пыракан ентешӗсене, ӗçтешӗсене тав турӗç.

Уяв фойеренех тытăнчӗ. Халăх маçтăрӗ, тӗрӗçӗ, ал ӗç ăсти, çӗвӗç, дизайнер-модельер Наталья Новоселец курава хăй ертсе пыракан «Асамлă çип» тӗрӗ кружокне çӳрекенсен ӗçӗсене тăратнă. «Киндяковка» Культура керменӗ çумӗнчи «Илем» (ертӳçи А.Н.Чурбанов) чăваш ансамблӗ хăнасене савăнăçлă юрăпа кӗтсе илчӗ. Вырăнти авторсем Александр Богатов, Анатолий Нуждин уява пухăннисене автографсем çырса хăйсен кӗнекисене парнелерӗç. «Канаш» баннерӗ умӗнче нумайăшӗ сăн ӳкерӗнчӗ. 

Курмалли зал та пушă тăмарӗ. Сцена çинчи экран çинче «Канаш» хаçатра ӗçленӗ, ӗçлекенсен сăнӳкерчӗкӗсен слайчӗсем пӗрин хыççăн тепри улшăнсах тăчӗç.

Пухăннă халăхăн кăмăлне çӗклеме сцена çине артистсем тухрӗç. РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Валентина Тарават хăйӗн илемлӗ сăввине каларӗ, вăл ертсе пыракан «Шанăç» халăх ансамблӗ «Чӗмпӗрьен гимне» юрларӗ. Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри округӗнчен килнӗ «Кукашни» коллектив та хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарчӗ. 

Сцена çине «Канаш» хаçатра паянхи кун тăрăшакан Елена Мустаева тӗп редактор, Елена Алексеева пай пуçлăхӗ тата Ирина Данилова яваплă секретарь тухса халăха пуç тайрӗç, салам сăмахӗсем каларӗç.

– «Канаш» хаçат çырăнакансем патне çулталăкра 52 хут çитет. 35 çул хушшинче 1824 хут кашни эрнекун вулакан патне çитсе тӗрлӗ хыпарсемпе, паллă çынсемпе, пулăмсемпе паллаштарчӗ. Çак тапхăрта  коллективра çӗре яхăн журналист, фотокорреспондент, корректор, яваплă секретарь, бухгалтер, водитель тата ытти специалистсем тăрăшрӗç. Паян коллектив питӗ пӗчӗк, виçӗ çынран кăна тăрать пулин те, Иван Яковлевăн Халалӗнчи «Эпӗ туса пӗтереймен ӗçсене эсир туса пӗтерӗр» девиза тӗпе хурса ӗçленипе кашни эрнере 8 страницăллă, тӗслӗ хаçата вулакан патне вăхăтра çитерет, Ульяновск облаçӗн летопиçне çырса пырать, – терӗ тӗп редактор Елена Мустаева хăйӗн тăрăшуллă та пысăк профессиллӗ  ӗçтешӗсене тата штатра тăман корреспондентсене, хаçата çырăнтару вăхăтӗнче яланах пулăшса пыракансене тав туса. –  Малашне те çак çыхăну татăлмасăр аталанса пырасса шанатпăр. «Пӗрле вӗрсен хапха та уçăлать», – тенӗ чăвашсем авалтан. Малашне те пӗрле пулар! Хамăр тăван чӗлхепе хаçат тухса тăнипе савăнар, мăнаçланар! Ульяновск облаçӗнчи чăваш хаçачӗ малашне те пурăнтăр, ăна вулакансем яланах пулччăр! 

Хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ Валериан Ромашкин та коллектива чунтан саламларӗ. 

Облаçри пӗртен-пӗр чăваш хаçатне уяв ячӗпе чыслама килекенсем нумай пулчӗç. Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн Алексей Русскихӗн ылтăн хут çине çырнă салам çырăвне Кӗпӗрнаттăр администрацийӗн Национальноçсемпе конфессисен ӗçӗсен управленийӗн пуçлăхӗ Сергей Паховский илсе çитерчӗ. Облаçри Массăллă коммуникацисен  департаменчӗн пуçлăхӗ Светлана Смагина редакци ӗçченӗсене Тав çырăвӗсемпе чысларӗ. Çавăн пекех канашçăсене УОЧНКА председателӗ  Владимир Бабайкин, Ульяновск Хула Думин председателӗ Илья Ножечкин, облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачӗ Константин Анохин, «Централизованная клубная система» МБУК директорӗ, кермен хуçи Людмила Хохлова, Чăваш наци конгресӗн Ӗçтăвкомӗн председателӗ   Любовь Николаева, Чăваш Енри Ульяновск чăвашӗсен ентешлӗхӗн ертӳçи Александр Вражкин, Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçачӗн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов тата хаçатăн йышлă ытти  тусӗсем саламларӗç. 

Редакци ӗçченӗсем те парăмра юлмарӗç. Юбилей мероприятине ирттерме пулăшнă тусӗсене, редакципе куллен тачă çыхăну тытакансене Тав çырăвӗпе, парнепе чысларӗç. 

Концерт программинче куракансем «Кукашни», «Шанăç», «Илем», «Сăрнай», «Палнай» ансамбльсен, Екатерина Старикован (Шепелева),  Алла Ефремован юрри-ташшине курса хăпартланчӗç. 

«Канашăн» 35 çулхи уявне ертсе пынă Елена Алексеева журналистпа Алексей Феоктистов («Хунав» театр коллективӗн артисчӗ) сценарире Татьяна Ермилова, Нина Васильева сăввисемпе усă курчӗç. 

Мероприяти мӗнпур ансамбльсемпе, куракансемпе, «Канаш» хаçат ӗçченӗсемпе пӗрле «Тăванлăх юрри» шăрантарнипе вӗçленчӗ. 

Дана СВЕТЛОВА.

А.Алексеева, А.Вражкин сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чуваши России