Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛЬЯНОВСК ХУЛИНЧЕ АКАТУЙ КӖРЛЕРӖ

Çӗнтерӳ паркӗпе утнă чух пур çӗртен те чăвашла калаçни илтӗнсе тăнипе чăн чăваш хулине килнӗ пекех туйăнчӗ

Ульяновск облаçӗнче иртнӗ шăматкун, майăн 27-мӗшӗнче, Çӗнтерӳ паркӗнчи ипподромра Акатуй кӗрлерӗ. Чăвашсем мӗн авалтан ака ӗçӗсене вӗçленӗ хыççăн ирттерекен уяв облаçра пурăнакан чăвашсене кăна мар, кӳршӗллӗ регионсенчи йăхташсене те пуçтарчӗ. 

Çӗнтерӳ паркӗпе утнă чух пур çӗртен те чăвашла калаçни илтӗнсе тăнипе чăн чăваш хулине килнӗ пекех  туйăнчӗ. Çакăн пек статуспа пурăнатчӗ те пулӗ вăл паян, енчен те чăвашсем Ленин сӗнӗвӗпе Чӗмпӗр хулине Чăваш АССРӗн тӗп хули туса хунă пулсан. Шел, панине иле пӗлмен. 

Çемйи-çемйипе, ушкăн-ушкăнпа Акатуй тӳремне утаççӗ çынсем, купăс каласа, чăвашла юрă юрласа. Сывлăшра та çак çӗкленӳллӗ кăмăл сисӗнсе тăрать. Çул çинче палланă çынна курсан савăнсах каять вара чăваш. Хăш-пӗри çакăнта юриех тахçан курман пӗлӗшне е тусне курма пуçтарăнса тухать те. Ку енӗпе Акатуй Çимӗке аса илтерет кăштах. 

Кăçалхи уява Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем йышлă пурăнакан 15 район Акатуй лапамӗнче чăваш кил-çурчӗн экспозицийӗсене хатӗрлесе лартнă. Унта халăхăмăрăн йăли-йӗркипе, культурипе паллашма, наци апат-çимӗçне тутанса пăхма пултарчӗç хăнасем. Ансамбльсем пурне те юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа та сăрапа кӗтсе илчӗç. Пур енчен те купăс сасси, юрă шăранни илтӗнсе тăрать. 

Канас тӗллевпе килнисем çакăнта сувенир продукцине тата ыттине  туянма пултарчӗç, тутлă шашлыкпа сăйланчӗç. Ача-пăча валли те выляма площадкăсем ӗçлерӗç. 

Тӗп сцена çинче вара фольклор ансамблӗсемпе уйрăм юрăçсен концерчӗ пычӗ. Облаçри ушкăнсемсӗр пуçне Чăваш Республикинчен нумай ансамбль килнӗ. 

Кăнтăрла çитеспе халăх Акатуйăн тӗп хапхи патне пуçтарăнма тытăнчӗ. Мӗн тӗллевпе-ши тесе эпир те унталла çул тытрăмăр.  Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрне Алексей Русскихе кӗтме тухнă иккен. Кӗтекенӗсем те унран кая мар сумлисем: ЧР культура, национальноçсен ӗçӗсен  тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов, УО искусствăсен тата культура политикин министрӗ Евгения Сидорова, хула мэрӗ Александр Болдакин, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев, УО Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Бабайкин, облаçри ытти халăхсен наципе культура автономийӗсен представителӗсем. Тутарстанран та йышлăн килнӗччӗ: ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Ульяновскпа кӳршӗллӗ Пăва районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин мăшăрӗпе Валентина Аркадьевнăпа тата ыттисем. 

Килнӗ çынсем пуçтарăннă халăха Акатуйпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчӗç. «Облаçра пурăнакан чăвашсене пурне те уявпа саламлатăп! Хăвăрăн авалхи культурăра упраса хăварнăшăн пысăк тав сире. Хамăрăн аслă историре эсир паллă йӗр хăварнă. Халăхсен пӗрлӗхӗшӗн, туслă хутшăнăвӗсемшӗн тăрăшса ӗçленӗшӗн тав. Уявпа пурне те!» – терӗ Алексей Русских. 

Светлана Каликова ЧР Пуçлăхӗн саламлă сăмахӗсене вуласа пачӗ: «Чăвашсен çулсерен иртекен Акатуйне килнисене саламлатăп. Вăл чăваш халăхӗн чи юратнă уявӗ. Акатуй авалтан пыракан чаплă уявсенчен пӗри... Вăл чăваш çынни хăйӗн тăван çӗрне юратнине, тăван халăхне хисепленине, мăн асаттесен йăлисене çирӗп тытса пынине пӗлтерет», – тенӗ саламлă çырура Олег Николаев. Хăй енчен те культура министрӗ нумай ыррине сунчӗ. УО Правительствине Раççейӗн тӗрленӗ карттин копине парнелерӗ. «Вăл малтанхи карттăран кăшт улшăнса тăрать. Унта Раççей çумне хушăннă тепӗр тăватă региона кӗртнӗ... Эпир культурăсен тӗрлӗлӗхӗпе, пӗрлӗхӗпе  вăйлă», – терӗ Светлана Каликова. 

Хӗрӳллӗ сăмахсемпе халăх умне Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн çӗнӗ председателӗ Николай Гаврилов тухрӗ. Хăй пурнăçне çӗршыва хӳтӗлессине халалланă Раççей Геройӗн сăмахӗ урăхла пулма пултараймасть, паллах. Ульяновск чă­вашӗсен хастарлăхӗпе пул­тарулăхне палăртса хăйӗн çумӗ пулса ӗçлеме ахальтен мар çак область çыннине Юрий Недвигăна суйланине пӗлтерчӗ. Сăмах май,  Юрий Дмитриевич та Раççей Геройӗ. «Раççей халăхӗсен туслăхӗ патшалăхăмăрăн вăйӗпе хăвачӗн никӗсӗ пулса тăрать. Мăн асаттесен йăли-йӗркисене упраса вӗсем хăварнă ӗçе эпир малалла тăсăпăр», – терӗ Николай Федорович. Автономи енчен Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрне Алексей Русскихе Хисеп хучӗпе наградăларӗ, чăвашсен историйӗ çинчен кӗнеке парнелерӗ. УО ЧНКА председательне Владимир Бабайкина Нацисен ӗçӗсемпе федераллă агентст­вăн ертӳçи Игорь Баринов ятӗнчен Тав хучӗпе чысларӗ. 

ЧНК вице-президенчӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев та хавхалануллă сăмахсемпе тухрӗç çын умне. «Акатуй пире пуçтарать, Акатуй пӗрлештерет, савăнтарать, вăй парать», – терӗ Николай Угаслов Владимир Бабайкина ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗнчен Леонид Черкесовран Тав çырăвӗ парса. Унтан вӗсем Валерий Клементьевпа область чăвашӗсен лидерне шупăр тăхăнтартса чысларӗç. 

 «Савăнтарать пире çакăн пек илемлӗ Акатуй ирттерме пултарни, пӗрле пуçтарăнма май пулни. Пурне те чун-чӗререн саламласа чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, хамăра çухатмасăр, тăван чӗлхене манмасăр, атте-аннене хисеплесе пурăнма сунатăп. Эпир пур!» – çапла пӗтӗмлетрӗ салам сăмахӗсене Владимир Бабайкин. 

Сцена çине салам сăмахӗсем тухса калакансем татах та пулчӗç. Кайран сцена тӗппипех фольклор, халăх ансамблӗсен ирӗкне куçрӗ. Вӗсемпе пӗрле уяв халăхӗ те савăнса юрласа ташларӗ. 

Паллах, Акатуй спорт ăмăр­тăвӗсемсӗр иртмест. Кӗрешӳ лаптăкӗнчен çын татăлмарӗ çак кун. Пурне те кам паттăр ятне илесси интереслентерчӗ. Кӗрешӗве пурӗ 23 спортсмен хутшăнчӗ. Кăçалхи абсолютлă чемпиона батыр темелле пулӗ, мӗншӗн тесен тӗп парнене – такана – Чертаклă районӗнчи Енганаево ялӗнче пурăнакан тутар ачи Алмаз Хусаинов çӗнсе илчӗ. Амăртури тытăçусене йӗркелесе тăракансем тата тӗп судьясем ашшӗпе ывăлӗ Валерий Василье­вичпа Алексей Валерьевич Чугунов­сем пулчӗç.

Çапла тулли кăмăлтан савăнчӗç Ульяновск чăвашӗсем Акатуйра.  

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев