Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Улькка Эльменӗн «Интернетри юрату» кӗнеки кун çути курчӗ

Повеçри ӗçсем вуннăмӗш класра вӗренекен яшсемпе хӗрсем тавра пулса иртеççӗ

 

Интернет, тӗрлӗ гаджет анлă сарăлнă май яш-кӗрӗм пӗр-пӗринпе виртуаллă тӗнчере паллашасси самаях вăй илчӗ. Асатте-асаннесен вăхăтӗнчи пек никам та улаха тухмасть, вăйăра савни шырамасть халь. Статистика пӗтӗмлетӗвӗсене ӗненес пулсан юлашки вăхăтра социаллă тетелсем пулăшнипе паллашакансен йышӗ палăрмаллах ӳснӗ. Унта вара темле шухăшлă этем те ларать. Çепӗç çырусем ăсатакан, япшар пуплекен маттур каччă усал шухăшлă çын та пулма пултарать. Çавăнпа чиперуксен тимлӗхе çухатмалла мар, çӗнӗ юлташа чуна уçма васкамалла мар. Унсăрăн инкек патне çитесси те часах.

Шăпах çакнашкал шухăшсем патне пырса тухатăн Улькка Эльменӗн çӗнӗ кăларăмне вуланă май. Вăл, «Интернетри юрату» ятлăскер, нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерçи — Анна Никонорова. Тиражӗ — 1000 экземпляр.

Повеçри ӗçсем вуннăмӗш класра вӗренекен яшсемпе хӗрсем тавра пулса иртеççӗ. Çамрăксен кашнин хăйӗн пăшăрханăвӗ, ӗмӗчӗсем. Ашшӗ-амăшӗ ывăлӗ-хӗрне пур чухне те ăнланаймасть, вӗсен пурнăç йӗркине йышăнаймасть. Çавна май хирӗçтăру сике-сике тухать. Тӗслӗхрен, Дима Егоров амăшне тăтăшах кӳренет, компьютер умӗнче нумай ларнишӗн асăрхаттарни, йăмăкне пăхма пулăшма тивни тарăхтарать качча.

Катя Кулагина та хăй шухăшне аслисем умӗнче уççăн палăртайманнипе кăмăлсăр. Çулталăк майлă вăл Арăслан ятлă çамрăкпа интернетра çыру çӳретет. Каччă та килти лару-тăрупа кăмăлсăр, хӗр патне çапларах шăрçалать: «Интернет кăна чăтать мана, хирӗç каламасть, пӳлмест. Кунта темӗн те çырма пулать. Никам та кулмасть, палламасть мана. Акă санпа та интернетра паллашрăм. Мана ăнланатăн пек туйăнать. Пурнăçра никам та теприне итлесшӗн мар, кашниех хăйшӗн пурăнать. Ялан васкаççӗ. Пурте пӗр-пӗрне хӗсӗрлесшӗн, путарасшăн». Арăслан чăннипе кам пулнине Катя каярахпа кăна тавçăрса илет.
Çав хушăрах тулли çемьере ӳсекенсене те телейлӗ тееймӗн. Коля Петровпа Лариса Игнатьеван ашшӗ-амăшӗ ӗç ăшне путнă. Ачисем валли вăхăчӗ те, чун хавалӗ те юлмасть вӗсен. Кольăн укçи-тенки те, чаплă япали те ытлашшипех. Часах вăл иккӗленӳллӗ ушкăнсемпе çыхланса каять, сиенлӗ йăласемпе туслашать... Ларисăна ашшӗ юратать-ха, анчах амаçури амăшӗ килӗштерсех каймасть-мӗн. Пике виртуаллă хутлăха пуçӗпех чăмать, кӗç пăтăрмаха çакланать...
Кăткăс лару-тăрура çамрăксем чăнлăхран тарса интернетра ăшăлăхпа ăнлану шыраççӗ. Хăшӗн-пӗрин чӗрине юрату çулăмӗ те хыпса илет. Вăл çунтарса яма та, хавхалану кӳме те пултарать...
Улькка Эльменӗн çӗнӗ кӗнеки яшсемпе хӗрсемшӗн кăна мар, ашшӗ-амăшӗшӗн те интереслӗ, усăллă пулӗ, мӗншӗн тесен автор повеçре паянхи çивӗч ыйтусене хускатнă, кулленхи йывăрлăхсене татса памалли çул-йӗре тӗпченӗ, сăнарсене ӗнентерӳллӗ калăпланă.
Автор çинчен
Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) 1961 çулхи çурла уйăхӗн 31-мӗшӗнче Вăрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультечӗн чăваш чӗлхипе литератури уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçӗнчи вăтам шкулсенче, районти «Çӗнтерӳ çулӗ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пӗрлешӗвӗнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра — «Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗ» обществăлла организацийӗн председателӗ.
Малтанхи калавӗсемпе повеçӗсем район хаçатӗнче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Улькка Эльмен 2002 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кӗнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?» (2001), «Кая юлнă ӳкӗнӳ» (2002), «Çирӗп чунлисем телейлӗ» (2010), виçӗ томлă «Упраймарăм сана...» роман (пӗрремӗш кӗнеке — 2012, иккӗмӗш кӗнеке — 2015, виççӗмӗш кӗнеке — 2018), «Пурнăç сулăнка лексен...» (2022); ачасем валли — «Сарă кӗпе» (2016), «Кушак» (2021). «Анне çăкăрӗ йӳçӗхмест» калавӗ «Инкеклӗ телей» коллективлă сборника кӗнӗ, «Акăшсем» хайлавӗ — «Çул кайăкӗ» кăларăма.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература