Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛМА-ÇЫРЛА КУКĂЛӖ

УЛМА-ÇЫРЛА КУКĂЛӖ ЯЛ САЛАЧӖ

 

УЛМА-ÇЫРЛА КУКĂЛӖ

Çăмартапа сахăр песокне кăпăкланиччен пăтраштармалла. Тăвар, ванилин, хăйма, çемçе услам çу, апат содипе хутăштарнă çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Кукăль пӗçермелли формăна çуламалла, кăшт çăнăх сапмалла та хатӗр чустана унта ямалла. Çиелтен туранă панулмипе слива касăкӗсене чиксе тухмалла, тӗпренчӗк сапмалла. Тӗпренчӗке çапла хатӗрлемелле: сивӗ услам çу çине сахăр песокӗ, çăнăх тата корица хушмалла, алăпа тӗпренчӗк пуличчен ирмелле. Кукăле 200 градус таран хӗрӳлетнӗ духовкăра 30–35 минут пӗçермелле. 

2 çăмарта, 100 г сахăр песокӗ, 200 г хăйма, пӗр чӗптӗм тăвар, 2 г ванилин, 50 г услам çу, 220 г çăнăх, 0,5 чей кашăкӗ апат соди; ăшлăх валли панулми, слива, груша, 20 г услам çу, 25 г сахăр песокӗ, 25 г çăнăх кирлӗ. 

ЯЛ САЛАЧӖ

Çӗрулмине хуппипех пӗçермелле. Сухана шуратса çӳхе ункăсем çине турамалла, лимон сӗткенӗ тата сахăр песокӗ сапса маринадламалла. Заправкăна çапла хатӗрлемелле: тип çăва, пыла, горчицăна, лимон сӗткенне хутăштармалла, тăвар тата пăрăç хушмалла. Пӗр евӗрлӗ хутăш пуличчен лайăх пăтраштармалла. Хăяра çаврашкан, пиçнӗ çăмартана 4 пая турамалла. Çӗрулмине шуратса 4 пая касмалла та услам çу çинче хӗреличчен ăшаласа илмелле. Хатӗр ингредиентсене салат савăчӗ çине тултармалла, заправка хушса асăрхануллăн пăтраштармалла. 

500 г çӗрулми, 2 çăмарта, 1 пуç хӗрлӗ сухан, 6 – 8 маринадланă хăяр, 20 г услам çу; заправка валли 1 кашăк лимон сӗткенӗ, 2 кашăк пыл, 3 кашăк тип çу, 2 кашăк вăрăллă горчица, кăштахшар тăвар тата пăрăç кирлӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кухня