Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫулсем тӑвӑнаҫҫӗ, кӗперсем юсанаҫҫӗ

Енчен те 2,6 млн тваткал метра 7 метр сарлакӑшлӑ ҫула пӳлсен, унӑн тӑршшӗ 370 километр пулать

 

Тутарстанра кӑҫал пурӗ 1,7 пин километр ҫула тунӑ, юсанӑ, реконструкциленӗ. Ҫак шутра 433 километр регион пӗлтерӗшӗллӗ ҫулсем.
Ҫакӑн ҫинчен ТР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ.
"Кӑҫал пурӗ 721 муниципаллӑ ҫула тунӑ тата юсанӑ. Эпир кунта картишсене те шута илетпӗр. Енчен те 2,6 млн тваткал метра 7 метр сарлакӑшлӑ ҫула пӳлсен, унӑн тӑршшӗ 370 километр пулать",– тесе каланӑ министерство ертӳҫи журналистсене.
Ҫулталӑкра Тутарстанра пурӗ 61,76 километр регион ҫулӗсене, 4 путепровода, 13 кӗпере туса реконструкциленӗ. Регион пӗлтерӗшӗллӗ 371 км ҫула юсанӑ тата 6 кӗпере.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев