Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Улшӑнса пыракан саманара чӑваш чӗлхине упрасси

Чӗлхе проблемисем нумай. Вӗсенчен пӗри – тӑван чӗлхене вӗренес килменни

 Чӑваш чӗлхине упраса хӑвӑрассинче патшалӑхӑн тата граждан обществин институчӗсен вырӑнне октябрӗн 22-23-мӗшӗсенче Шупашкарта сӳтсе яваҫҫӗ. Наукӑпа практика конференцине Наци библиотекинче ирттереҫҫӗ. Ун ӗҫне докладчиксем Шупашкарсӑр пуҫне Мускавран, Питӗртен, Сыктывкартан, Новгородран, Йошкар-Оларан, Хусантан, Петрозаводскран хутшӑнаҫҫӗ.

Пухӑннисене Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова саламларӗ. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене чӑвашла пӗлтерни тата кирлӗ япаласем ҫинчен калани итлекенсен кӑмӑлне кайрӗ. "Чӑвашла кӗнекесем кӑларнисӗр пуҫне электронлӑ приложенисем, мультфильмсем кӑлармалла. Ҫак тӗллевсене эпир патшалӑх программине кӗртнӗ, вӗсене пурнӑҫа кӗртес иесен вӑйсене пӗрлештерсе пурте пӗрле ӗҫлемелле", – терӗ Светлана Анатольевна. 

Конференцие хутшӑнакансене Чӑваш митрополичӗ Савватий та чӑвашла саламларӗ. Нумай ҫул ют ҫӗрте ӗҫленӗ владыкӑн Чӑваш наци телевиденийӗ тата радиовӗ лайӑх ӗҫлени кӑмӑлне кайнӑ. 

Ларӑва ЮНЕСКОн чӗлхене упрас енӗпе ӗҫлекен Ӗҫ ушкӑнӗн сотрудникӗсем йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсен доклачӗсенче тӗп халӑхсен чӗлхисене упраса аталантарасси патшалӑх приоритетӗнче пулмалли ҫинчен калакан шухӑш тӗпре пулчӗ. Пурнӑҫран илнӗ нумай тӗслӗх ҫак ӗҫ законодательстворан пуҫлансан ҫӑмӑл пуласси пирки калаҫрӗҫ. Ҫапла эпир Карелири вак халӑхсен майӗпен ҫухалса пыракан чӗлхисене мӗнлерех тӗрев панине "Ҫамрӑк Карелия" центрӑн ертӳҫи Алексей Цыкарев каласа пачӗ. 

"Эпир экспериментлӑ кил-ҫурт хуҫалӑхӗн йӗркелерӗмӗр. Услови – унта кунӗпе карел чӗлхипе калаҫмалла. Ҫынсене ҫав тери килӗшнӗ ку идея. Халӗ ҫак ҫуртра пурӑнса курас текенсем черет тӑраҫҫӗ", – терӗ Алексей Васильевич. Вӑл ЮНЕСКОРИ Тӑван чӗлхесен вунӑҫуллӑхне халалланӑ проектӑн Ӗҫ ушкӑнӗсене йӗркелес процеса Чӑваш Республикин представителӗсем те хутшӑнма пултарнине пӗлтерчӗ. 

Чӗлхе проблемисем нумай. Вӗсенчен пӗри – тӑван чӗлхене вӗренес килменни. Ҫак йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗрсене чӗлхеҫӗсем, наука ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем секцисенче шыраҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев