Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛТĂ ТӲЛЕВЕ ПӖРЛЕШТЕРЕТ

Майпен Раççей Президенчӗн хушăвӗсем пурнăçа кӗрсе пыраççӗ. Сентябрӗн 28-мӗшӗнче Владимир Путин Патшалăх Думине 2023 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ачаллă çемьесене пулăшас тӗллевпе универсаллă пособи çинчен закон проектне Патшалăх Думине пăхса тухма тăратнă. Ку хыпара илтмен çын юлман, паллах, телевизорпа та курнă, социаллă сетьсенче те хӗрӳ сӳтсе яваççӗ. Президентăн хушăвӗ ăнланмалла пулсан та пособисен калăпăшӗ, вӗсене кама парасси тата ытти ыйтусем çавах пур.

Ыйтусене уçăмлатас тӗллевпе октябрӗн 25-мӗшӗнче Раççей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин журналистсемпе тӗл пулчӗ. Вăл ачаллă çемьесене тата йывăрлă хӗрарăмсене универсаллă пособисем парассипе тӗплӗн паллаштарчӗ. 

Универсаллă пособи харăсах 6 пособие пӗрлештерет. Ун йышне йывăрланнă хӗрарăм малтанхи тапхăртах медицина организацине учета тăнăшăн уйăхсерен парăнакан тӳлев, ача çуратнă хыççăн вăхăтлăх ӗçлейменнипе тата ача пăхнăшăн парăнакан тӳлев, ача виççӗ тултариччен илсе тăракан тӳлев, 3–7 тата 8–17 çулти ачасемшӗн уйăхсерен тӳлев, иккӗмӗш ача çуралнă хыççăн вăл 3 тултариччен парăнакан тӳлев кӗреççӗ. 

Универсаллă пособие пӗр заявлени кайса панипех илме пулмӗ. Малтан çемьене чăннипех пулăшу кирлине пур енлӗн тӗрӗслеççӗ. Куçман пурлăх, банк шучӗ çинче укçа пуррипе çуккине, ӗçлеме пултаракан çыннăн мӗнле сăлтава пула укçи çуккине – йăлт. Енчен те сăлтавӗсем объективлă пулсан «нулевой доход» правилипе усă курса пособи парса тăрассипе йышăну тăваççӗ. 

Эдуард Вафин пӗлтернӗ тăрăх, универсаллă пособин калăпăшӗ çемьере кашни çын пуçне мӗн чухлӗ укçа-тенкӗ пулнинчен килет. Кунта 3 вариант. Тутарстанра пурăнмалли минимум 11852 тенкӗпе танлашать. Ун çурри 5926 тенкӗ. Енчен те пособи калăпăшне пурăнмалли минимумăн 50 проценчӗ чухлӗ шутласа парсан та çемьери кашни çын пуçне пурпӗрех пурăнмалли минимум (ПМ) чухлӗ тухмасан, пособи ПМ-ăн 75 проценчӗ чухлӗ пулать. Урăхла каласан, 8889 тенкӗ. Енчен те ку та çитмесен 100 проценчӗпех параççӗ. Универсаллă пособие çемьесем ачисем 17 çул тултариччен илсе тăма пултараççӗ. Йывăрлă хӗрарăмсен пособийӗ те ПМ-ăн 50, 75, 100 проценчӗ чухлӗ пулма пултарать. Тӳлевсене пӗр çулталăк тăршшӗпе парса тăма йышăннă. Çавăнпа ку вăхăт иртсен заявление çӗнӗрен çырса памалла. 

Амăш капиталӗн шутӗнчен уйăхсерен тӳлев илсе тăрас тесен кашни ача енӗпе заявлени çырса памалла. Ăна çемье тупăшӗ пӗр çын пуçне 2 пурăнмалли минимумран сахалрах тухсан илсе тăма пулать. Ку чухне çемьен финанс лару-тăрăвне комплекслă хаклав тумаççӗ. Тӳлев пӗр ача пуçне пӗр ПМ чухлӗ. Халиччен амăш капиталӗнчен иккӗмӗш ачашăн кăна илсе тăма пултарнă. Универсаллă пособи вăя кӗрсен ачасем кам хыççăн кам çуралнине пăхса тăмаççӗ. 

Халиччен пособисем илсе тăнисен е 2022 çулăн декабрь уйăхӗ вӗçлениччен çуралнисен енӗпе «сохранная норма» правилăна йышăннă. Ку ашшӗ-амăшне маларах палăртнă пособисене ачи 3 çул тултариччен илсе тăма май парать. Кăмăлӗ пулсан вара универсаллă пособи çине куçма пултараççӗ. 

Тата çакна та палăртса хăвармалла. Ачи 3 тултарман çемьесем харăсах 2 тӳлев илсе тăма пултараççӗ: универсаллă пособи тата амăш капиталӗнчен парăнакан тӳлеве. 

Универсаллă пособие федераллă тата регионри бюджет шутӗнчен Социаллă фонд тӳлесе тăрӗ. РФ Ӗç министерствин кăтартăвӗсемпе,  Тутарстана çак программăна пурнăçлама 2023 çула 18,7 миллиард тенкӗ уйăрма йышăннă. Çав шутран 11,2 миллиарчӗ федераллă бюджетран, 7,5 миллиарчӗ республика шутӗнчен. Планпа универсаллă пособие пурӗ 152 пин çын илсе тăма тивӗç: ачасем тата йывăр çын хӗрарăмсем. 

Пособие илсе тăрас тесен заявление электронлă майпа Патшалăх услугисен порталне, МФЦна килсе, Социаллă фондăн вырăнти органӗсене пама пулать. 

Эдуард Вафин сăмахӗпе, малашне тӗрлӗ тӳлевсемпе пособисене илсе тăрас тесен темиçе çӗре чупма тивмӗ. 2023 çулта РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмне тата Тутарстанри Социаллă страховани фондне пӗр тытăма пӗрлештереççӗ. Малашне вăл Раççейӗн Пенсипе социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ ятпа паллă пулӗ. Çавна май организацисене оптимизаци кӗтет. Анчах тытăмӗпе ячӗ улшăнни граждансене ним енӗпе те пырса тивмӗ, тӳлевсене мӗнле илнӗ – çаплах илсе тăрӗç. Ӗçе пӗр çӗрте татса пама май пулни вара чăн та меллӗ. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА. 

М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пособие