Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ултавçăсем 3 уйăх хушшинче 1,5 миллиард тенкӗ «ӗçлесе илнӗ»

Пӗрремӗш квартал вăхăтӗнче Тутарстанра пурăнакансем онлайн-мошенниксене пула 1,5 миллиард ытла тенкӗ çухатнă. IT-преступленисен шучӗ 20 процента чакнă пулин те, вӗсем регионта регистрациленӗ преступленисен çурри пулса тăраççӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн Уголовлă шырав управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

«Эпир киберхăрушсăрлăхпа кӗрешес ӗçе пысăк тимлӗх уйăратпăр. Право хуралӗн органӗсем, информаци технологийӗсен специалисчӗсем тачă çыхăнса ӗçленипе тата халăх пӗлӗвӗн шайне ӳстернипе кибер преступленисемпе кӗрешес ӗçре Тутарстан Раççей регионӗсен рейтингӗнче иккӗмӗш вырăн йышăнать», – пӗлтернӗ ШӖМ представителӗ Ренат Мусаев.

Экспертсем хăрушсăрлăх мерисем вăйланнипе преступленисен шучӗ чакнине палăртаççӗ. Анчах усал шухăшлă çынсен атакăсен ӳсӗмне ӳстернӗ.  Çавна май пурин те тимлӗ те асăрхануллă пулмалла. Теветкеллӗх ушкăнӗнче –  ватă çынсем тата икӗфакторллă аутентификацисӗр цифра сервисӗсен хуçисем.

Сăнӳкерчӗк «Татар-инфом» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество безопасность мошенники преступления