Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ултавлӑ пӗлтерӳсене саракансем тӗлӗрмеҫҫӗ

Хусан Кремлӗнче информацие тӗрӗслеме татаиофициаллӑ хыпар ҫӑлкуҫӗсене ӗненме ыйтаҫҫӗ

Хусан Кремлӗ Оперативлӑ штаб хушма чарусем кӗртни ҫинчен калакан информацие суя тесе палӑртнӑ. Улттавлӑ пӗлтерӳсен авторӗсем имӗш санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхланнипе пурин те перчетке тӑхӑнса ҫӳремелли, 65 ҫултан аслӑрах ҫынсем самоизоляцире пулмалли тата сотрудниксен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ удаленкӑра ӗҫлемелли ҫинчен калакан хушусем тухнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. ТР Президенчӗн пресс-секретарӗ Лилия Галимова пӗлтернӗ тӑрӑх ку суя хыпарсем.

Ултавлӑ пӗлтерӳсенче октябрӗн 10-мӗшӗнчен лавккасемпе обществăлла транспортра пурин те перчеткесемпе маскӑсем тӑхӑнмалла тесе ҫырнӑ. Имӗш суту-илӳ центрӗсемпе автоперевозчиксен ҫынсем перчетке пе маска режимне пӑхӑннине тимлемеле, унсӑрӑн вӗсене административлӑ яваплӑх кӗтет.
Ҫавӑн пекех улталакансем октябрӗн 13-мӗшӗнчен
65 ҫултан аслӑрах кашни ҫыннӑн самоизоляцире лармалла тесе ҫырнӑ. Имӗш пенсионерсен льготӑллӑ проезднойӗсене ноябрь уйӑхне сутмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ноябрӗн 1-мӗшӗнчен 65 ҫултан аслӑрах пенсионерсен льготӑллӑ проезднойӗсене чараҫҫӗ.
Ҫынсене улталакансем ноябрӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫпе тивӗҫтерекенсем сотрудниксен 30 % дистанциллӗ ӗҫ режимне куҫармалла тесе хыпарланӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ пӗр информации те тӗрӗс мар, теҫҫӗ Хусан Кремлӗнче.
"Сетьре Тутарстанӑн Оперативлӑ штабӗ ҫине таянса суя информаци сарӑлать. Ҫынсене тимлӗрех пулма тата ТР Министрсен Кабинечӗн официаллӑ информацийӗпе постановленийӗсене ҫеҫ ӗненме ыйтатпӑр", - хушса каланӑ Лилия Галимова. Ҫавӑнпа пӗрлех пресс-службӑра ҫынсене хӑйсен сывлӑхне упрама, хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев