Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ун чухне пурте пӗр пек çук пулнă, пуянсемпе чухăнсем çине пайланман. Пӗр-пӗрне пулăшса пӗр килти пек туслă пурăннă халăх», – каласа парать Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Клавди акка

Клавдия  Мискина (Мулеева) Çӗнӗ Йӗлмелӗнче  (Çӗпрел районӗ) чи аслă çынсен шутне кӗрет. Хăй калашле, ун пеккисем сахал юлнă ӗнтӗ. Хăйӗн калаçăвӗнче ӗлӗкхи чылай пулăма куç умне кăларса тăратрӗ вăл. – Эпӗ 1936 çулта çуралнă. Ялта манран асли те темиçе çын кăна ӗнтӗ. Атте-аннен сакăр ачаччӗ, пире ӳсме питӗ йывăр пулчӗ. Эп 4 класс кăна пӗтерме пултартăм. Тумтир те çук, çимелли те çитместчӗ. Яшка пӗçерме тытăнсан анне курăк пуçтарма кăларатчӗ. Çавсене аса илсен халӗ те куççуль тухать.

Пире вăрçă хыççăн 10 çултах колхозра вир çумлаттарма тытăннă. Уншăн пӗрер черкке çăнăх уйăрса паратчӗç.Тырă хушшинче пукра пулатчӗ, ăна тырра варалать тесе пире çумлама яратчӗç. Тырă пулса çитсен çурлапа вырма кăларатчӗç. Хирте АМКО патне ӗне кӳлсе е тачкăпа кӗлте турттараттăмăр. Ӗнепе хам та 2-3 çул çӳрерӗм, рисванне атте Улхаша кайса укçалла илсе килчӗ. Ӗнепе çӳрекен нумайччӗ. Атте шăллă урапаллă тракторпа 21 çул çӳрерӗ, АМКОна çавăрттаратчӗ. Пире 14 çула çитсен тăватă çынна пӗр пай паратчӗç. Ӗçӗ питӗ нумайччӗ ун чух, мӗншӗн тесен йăлтах алăпа тунă. Кӗлте тӗпӗсене касма вăй çитместчӗ, çавăнпа вӗсем вараланатчӗç. Пăхса çӳресе вара пиртен кулатчӗç. Вӗренсе çитсен икӗ çынна пӗр пай пама тытăнчӗç. Талăкӗпех çывăрмасăр ӗçлеттӗмӗр, ирхине вара пире тепӗр бригада улăштаратчӗ. Пӗр харăс 60 çын кирлӗ пулнă унта. Кӗлтесене тăпачăпа çапсан хӗрарăмсем пысăк алапа аллатчӗç. Унтан вара ял хӗрарăмӗсем килте кăмакапа çӗнӗ тырăран çăкăр пӗçеретчӗç, вӗсене уншăн колхоз ӗç кунӗ çырса панă. Çăкăр Мискин Мăккăль амăшӗ Анна, Утеев Хвечя амăшӗ Навра, Еремеев Мăккăль арăмӗ Няçтук пӗçернӗ. Çăкăрне колхоза илсе хăпарса виçепе виçетчӗç, вара каса-каса ӗçлекенсене уйăрса паратчӗç. Çăкăр çисе курассишӗн ӗçе çӳренӗ эпир, вăл курăк яшки кăна мар вӗт. Çак пайран киле те кăштах илсе килме тăрăшнă-ха, çемье те выçă вӗт. Тырра вăрлăх валли суйлама килӗрен валеçсе çӳретчӗç, пӗр центнер та, икӗ центнер та суйлакан пулнă.
Суворов ячӗллӗ колхоз патӗнче пысăк пӗвеччӗ, ăна наçилккапа тăпра йăтса пӗвеленӗ. Тепӗр çул çурхи шыв татса кайсан татах пӗве тунă, мӗншӗн тесен шыв кирлӗ пулнă. Малти кӗпер патне тепӗр пӗве тăватчӗç, – каласа парать Клавдия Петровна.
Мӗнле нушаллă пулсан та çамрăксен савăнас та килет вӗт-ха. Мӗнле савăннă-ши вӗсем?
– Нушаллă пурăннă пулсан та кӗркунне улах лараттăмăр, çук пулсан та савăнма пӗлнӗ. Хваттер тупсан йӗкӗтсем ӗç хыççăн каçпа вăкăр кӳлетчӗç, хире каятчӗç, унтан хӗрсем пуçтарса хунă икӗ-виçӗ лав хăмăл тиесе килсе паратчӗç. Лампа валли краççын хамăр илсе кайнă, пӗр каç – пӗри, тепӗр каç – тепри. Час-часах Рафиков Симьюн арăмӗ, Илюш, Эниçкасем, Ермолаева Акçине патӗнче ларнă. Купăспа ташлатчӗç, улах юрри юрлатчӗç. Улахсем икӗ уйăха та пыратчӗç пулӗ. Хӗрсем унта алă ӗç тунă, киççип карса сӳтнӗ, пир тӗртнӗ. Кайран унтан кӗпе çӗленӗ. Январӗн 19-мӗшӗнче, Крещенккере, Хӗр сăри тепре ларнă. Каç пулсан тытăннă та тепӗр кун каçа хирӗç тин саланнă.
Ноябрӗн 8-мӗшӗнче вара Хӗр сăри лараттăмăр, эп унта пуçлăх та пулнă. Урай варрине тухса ташлакан кашни çын пуçлăха укçа парса хăваратчӗ. Вăйçа ятарлă хакпа тытнă, укçи кăштах юлсан хӗрсемпе уйăрса яраттăмăр. Çитмесен вара хӗрсем хăйсем хушатчӗç. Паллах, унта пуспа кăна ӗнтӗ, анчах ун чухне пусӗ те хаклă пулнă. Эп пуçлăх пулнă чухне вăйçă валли укçа çитетчӗ, çавăнпа мана тума тăрăшатчӗç тантăшсем. Вăйçă валли хӗрсем çуршар литр ханша илсе пынă, унпа вăйçăн килен-каян юлташӗсене хăналанă. Хăш чухне шухă каччăсем çапăçса та илетчӗç, çапах та кайран пурпӗр  малалла савăнаттăмăр. Сахук Яккăвӗ текенни ялан шухланса çӳренине астăватăп. Хӗр сăри кашни касăра ларнă, ют ялтан та курма килетчӗç. Хамăр та Кивӗ Улхаша, Çӗнӗ Улхаша, Чăваш Çӗпрелне кайкаланă эпир, – тăсать вăл сăмахне.
Ун чухне пурте пӗр пек çук пулнă, пуянсемпе чухăнсем çине пайланман. Пӗр-пӗрне пулăшса пӗр килти пек туслă пурăннă халăх, пысăк ӗç тумалла пулсан нимелле ӗçленӗ. Мунча кашнин пулман, çавăнпа пӗрин патӗнче 2-3 кун хутса темиçе килӗ кӗнӗ.
– Каçсерен Вассияров Витя, Пастуховсен иккӗн, Марков Ванькка, пирӗн Тольăпа Миккуль урама тухса купăс калатчӗç, пӗтӗм урам янăраса тăратчӗ. Алякин Петя купăсӗн сасси ял тăрăх каятчӗ. Рафиков Ваççилин вара шăнкăравлă купăсчӗ. Ялта ун чух купăс калакан нумайччӗ, халь пӗтрӗç пулмалла вӗсем. Хальхи Марков Миккалайсен çурчӗ çумӗнчи лавкка патне Çимӗкре халăх пасар пек пуçтарăнатчӗ. Унта пирӗн Миккуль те купăс каланă-ха. Малти кӗпер патӗнчи сăрта та пуçтарăнатчӗç çынсем. Малти касра та Амосовсем умӗнчелле пурччӗ вырăн, Тукасра хăйсен пулнă. Ялта темиçе çӗрте вăййа тухнă, пӗр-пӗрин патне те çӳретчӗç. Йӗкӗтсем саккăрла çаптарса ташлани халӗ те хăлхара.
14 çултах колхоза пăру пăхма кайрăм, унта Мердюкова Аниççя, Никифоров Куля ӗçлетчӗç. Çулталăк сысна патӗнче Кудрявцева Любапа ӗçлерӗм. Çăпатапа çӳренӗ, атте такан та çапса паратчӗ те – çапах урана шыв витетчӗ. Атă пирки ӗмӗтленмен те. Суворов ячӗллӗ колхозра витесем пӗтичченех 10 çул сурăхсем пăхрăм. Сурăх та, чăх та нумайччӗ колхозра. Лаша вити, ӗне вити, тăршшӗпе кӗлетчӗ унта. Суворов колхозӗ Ленин колхозӗнчен те пысăкрахчӗ, пуянччӗ. Кудрявцев Виталий (Эниçка Виталийӗ): «Суворов колхозӗ хулана çаврăнать-ха вăл», – тетчӗ шӳтлесе. Ку колхозра Вассияров Федот хуралта тăнă, каярах атте те тăчӗ. Шел, пӗтерчӗç ку колхоза.
Колхозсене пӗрлештерсен те йӗтем çинчи кӗлет тăррине çапнă кӗлтесемпе витетчӗç-ха. Çуркунне выльăхсем валли çиме пӗтсен вара ăна туртса антарса çитеретчӗç. Çапла кашни çул улăма улăштарса тăнă. Кӗлетре хӗрарăмсем тăпачăпа çапнă, тырă алланă. Каярахпа ДТ-54, ДТ-74 тракторсем килсен хирсене ытларах акма тытăнчӗç, улăм нумайланчӗ.
Эпӗ колхоза 56 çула çитиччен çӳрерӗм, чылай çул сысна патӗнче вăй хутăм, – вӗçлерӗ калаçăвне Клавди акка.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана