Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УН ПЕК ПУРНĂÇ НИКАМĂН ТА КУРМАЛЛА АН ПУЛТĂР

Тыл ӗçченӗсем çинчен, вӗсен ӗç паттăрлахӗ çинчен калакан ресурс хальлӗхе çук-ха. Малашне пуласса шанас килет

Асанне – Зиновья Тимофеевна Ермилова – вăрçă вăхăтне аса илсе пит калаçнине астумастăп. Йывăрлăхсене аса илесси килмен пулӗ. Анчах та сăмах май тенӗ пек каланисем асра упранса юлнă. Сăмахран, акă, вăл вăрçă вăхăтӗнче гурт (выльăх кӗтӗвӗ) хăвалама кайни çинчен каланине пирӗн анне, Лидия Николаевна Ермилова, астăвать. Ăна, кинне, вăл хăй каланă. Анне Теччӗри педагогика училищинчен вӗренсе тухнине пӗлсен вăл ак çапла каланă: «Вăрçă вăхăтӗнче эпӗ Теччӗ хулине çити выльăх хăвалама кайнăччӗ». Теччӗ хули Атăлăн çӳллӗ çыранӗ çинче ларнине, Атăл шывӗ патне анма тăват çӗр (400) картлашка çине пусса анмаллине пӗлнине каланă. Патшалăх хушнипе Октябрьски (халӗ Нурлат) районӗнчен Теччӗ хулине çити выльăх (гурт) хăвалама кайни çинчен тӗплӗн урăх хăй те каласа паман, унран ыйтса пӗлекен те пулман.

 

Колхоз ӗçне ӗне кӳлсе çӳренӗ

Йӗркипе каласан – ак çакăн пек. Пирӗн асанне, Зинаида (паспорт çинче Зиновья) Тимофеевна Ермилова (хӗр чухнехи хушамачӗ Семенова) Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесне кӗрекен Якуркел вулăсӗнчи (халӗ Нурлат районӗ) Уксăмлă ялӗнче 1918 çулхи çурла уйăхӗн 2-мӗшӗнче çуралнă. Ачалăхӗ йывăр пулнă. Мӗн ачаранах ӗçре пиçӗхсе ӳснӗ. Апла пулин те вăл пӗтӗм ӗçе яваплăха туйса ӗçленӗ. Колхозра кӗлте çыхнă. Каярахпа колхозра бригадирта та ӗçленӗ. Хăй вăхăтӗнче Елабуга  хулинче рабфакра вӗреннӗ. Унтан вӗренсе килсен ял Советӗнче секретарьте ӗçленӗ. Кайран Якаелне Василий Петрович Ермилова качча килнӗ. Вӗсем килӗштерсе пурăннă, нумай ӗçленӗ: колхозра та, килти хуçалăхра та ӗлкӗрмелле пулнă. 1939 çулхи кăрлач уйăхӗнче (январьте) вӗсен аслă хӗрӗ – Елизавета – çуралнă. Вăрçă пуçланас умӗн, 1941 çулхи нарăс уйăхӗн 7-мӗшӗнче тепӗр хӗр – Раиса – çуралнă.

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, вырсарникун ирхине, çамрăк çемье ачисемпе, тăванӗсемпе лаша кӳлсе тиенсе Нурлата ярминккене кайнă. Ун чухне çапла пулнă. Нурлатра, ярминкке вăхăтӗнче вăрçă пуçланнине илтсе халăх хумханса кайнă, пурте: «Вăрçă! Вăрçă пуçланнă!» – тесе килӗсене кайма пуçтарăннă. 

Вăрçă пуçлансан асаттене, Василий Петрович Ермилова, ялти, районти, пӗтӗм çӗршыври арçынсене вăрçа чӗнсе илнӗ пекех, Октябрьски çар комиссариачӗ вăрçа каймалла пуçтарăнса пыма, хăйпе пӗрле икӗ лаша илсе пыма хушнă. Вӗсен Нурлата пымалла пулнă. Пӗтӗм районтан унта пуçтарăннă. Вӗсене тӳрех илсе кайман, темиçе кун – пӗр эрне пек – тытăнса тăнă. Асанне унта асатте вали çимелли темиçе хут та илсе кайна. 2005 çулхи çу уйăхӗн 31-мӗшӗнче эпӗ асаннерен: «Асатте мӗн каларӗ ара вăрçа кайиччен?» – тесе йытсан, асанне иртнисене ак çапла аса илсе каласа пачӗ:

– Лайăх пурăнăр, – терӗ. – Ачасене лайăх пăх. Кунтан час каяймастпăр-ха, ыранах илсе каймаççӗ. Кайиччен ачасене илсе килсе кăтарт, – терӗ, – лаша кӳлсе. Ачасене сӗре юрататчӗ.

Асатте вăрçа кайсан мӗнле пурăннине ыйтсан:

Анипе ати – карчăкпа старик. Лиссавьепе Райка – ачасем – çавсене пăхса усрарăм вăл киличчен, – терӗ асанне.

– Йывăрччӗ-и? – тесе ыйтрăм.

– И-и, йывăр пулмасăр... Вăл тухса кайсанах юлнă лашасем вилсе пӗтрӗç. Ӗне кӳлсе вăрман турттартăм, пӳрте ăшăтса пурăнтăм çапла çемьене пăхса.

– Апат мӗнлеччӗ?

– Апачӗ яшка пулнă ӗнтӗ, çăкăрӗ нумаях пулман. Унтан вара анипе ати вилчӗç вăрçă иртсен. Анипе ати вăрçă вăхăтӗнче хăйсем пурăнчӗç. Эпӗ ӗçе тухса кайсан ачасем вӗсемпе юлнă. Ӗнепе çӳрерӗм колхоз ӗçне ӗçлеме те. Ӗне кӳлсе миçе çул çӳрерӗм-ха. Тырă турттарнă Нурлата. Хирсене те сухаланă акма. Пӗтӗмпе ӗçленӗ. Лиссавьепе Райка шкула кайман вăрçă вăхăтӗнче. Хăй килсен кăна Лиссавье кая пуçларӗ. Ати хурас терӗ Лиссавье ят – вӗсен Лиссавье ятлă хӗрӗ пулнă, вилнӗ вăл. Çавăн ятне хурас терӗ ати, – аса илсе каласа пачӗ асанне.

Вăрçă вăхăтӗнчи пурнăç пирки ыйтнипе:

Ку мӗн тума кирлӗ ара? – тесе хăй ыйтрӗ мантан асанне.

– Пӗлме. Мӗнле йывăр пурнăç пулнине пӗлме, – терӗм.

 – Ун пек пурнăç курмалла ан пултăр ӗнтӗ никамăн та, – терӗ вăл.

 

Течче çити выльăх хăваласа кайнă

Вăрçă вăхăтӗнче Теччӗ хулине çити выльăх (гурт) хăвалама кайнине ыйта пӗлмен, шел пулин те. Пуçра та тăман ӗнтӗ вăл ун чухне. Халь кăна, кăçалхи 2021 çула Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев хушăвӗпе килӗшӳллӗн, Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшăннисен ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланипе, атте-аннерен, асла тăвансенчен ыйтса пӗлме тытăнтăмăр.

Вăрçă пуçлансан, 1941 çул кӗркунне, пирӗн çӗршывра патшалăх хушăвӗпе хӳтӗлев чиккисене тума тытăннă. Тăшман эпир пурăнакан çӗрсем патне çитес хăрушлăх пысăк пулнă. Хӳтӗлев чиккисене тăвас ӗçе пуринчен ытла тыл ӗçченӗсем – хӗрсем, хӗрарăмсем, ват çынсем, çамрăксем пурнăçланă. Вӗсен окопсем, дотсем, дзотсем, блиндажсем, танксене чаракан тарăн канавсем кӗркунне, хӗлле шăн çӗре алăпа чавса тумалла пулнă. Вăл йывăр ӗçе нумай çын хутшăннă.

Пирӗн шутпа, вăл шултра выльăха (гурт) вăрçа ăсатнă. Тен, Хусан хӳтӗлев чиккине тăвакансем валли те. Патшалăх хушăвӗпе килӗшӳллӗн районтан çынсем гурт хăваласа каймалла пулнă. Октябрьски (хальхи Нурлат) районӗнчи хӗрсем, хӗрарăмсем нумай выльăх (гурт) çулсем тăрăх Теччӗ хулине çити темиçе эрне 356 çухрăм хăваласа кайнă. Кашни выльăх пуçӗ шутра пулнă. Пурне те чӗрӗ-сывă илсе çитермелле пулнă. Çул çинче выльăхăн апат та çимелле, шыв та ӗçмелле пулнă. Çав гурта хăвалакансен хăйсен те. Çул çинче канса та илмелле пулнă. Мӗн тери яваплăх, шухăш, ӗç. Вӗсем мӗн курни, мӗн тӳсни пӗтӗмпе хăйсемпе пӗрле кайнă. Эпир халь вӗсенчен, шел пулин те, ыйтса пӗлес çук.

Асанне вăрçă хыççăн та колхозра ӗçленӗ. Асатте те вăрçăран килсен ялта, колхозра вăй хунă: платниксен бригадинче, кайран, пенсие тухичченех счетоводра ӗçленӗ. Вӗсем пысăк пӳрт тунă. Сакăр ача ӳстернӗ. Зиновья Тимофеевна Ермилова ӗçне патшалăх тивӗçлипе хакланă. II  степеньлӗ Амăшлăх медалӗ (1953), вăрçă вăхăтӗнче ӗçленӗшӗн «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» (1948) медаль,  «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 50 çул» (1995), «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 60 çул» (2005) юбилей медалӗсене парса хавхалантарнă.

Вăрçă вăхăтӗнче пирӗн районтан выльăх ун пек хăваласа каясси пӗрре кăна пулман. Нурлат районӗнчи Якаелӗнчен тата çамрăк хӗр Ульяна Алексеевна Ярмушкина (1925 2007) та Калугăна çити выльăх хăваласа кайнине хăй каласа панине унăн хӗрӗ, Людмила Сергеевна Ярмушкина, астăвать. Пӗтӗм районӗпе пуçтарнă ӗне (гурт). Калугăна гурт хăвалама кайса У.А.Ярмушкина 4 уйăх çӳренӗ, Ока шывӗнче шыва кӗнӗ. Кӗркунне кайнă, килме поездпа килнӗ.

 

Тырра алăпа çумланă

Вăрçă вăхăтӗнче тылри пӗтӗм ӗç, пӗтӗм йывăрлăх хӗрсемпе хӗрарăмсем çине тиеннӗ. Колхозри пӗтӗм ӗçе тумалла, тыр-пул акса çитӗнтермелле пулнă. Тырăсене алăпа çумланă. Килти хуçалăха та тытса тăмалла, хӗлле пӳрте ăшăтма вутă та хатӗрлемелле пулнă. Пӗтӗмпе вăхăтлă ӗçлемелле.

Вăрçă вăхăтӗнчи тертлӗ пурнăç вăл вăхăтри ачасене те пырса тивнӗ. Çулла тырă çумлама хӗрарăмсем ачисене те илсе кайнă. Асаннепе асаттен аслă хӗрӗ Елизавета Васильевна Пичушкина (Ермилова) аса илнӗ тăрăх, çум çумланăшăн пӗрер стакан çăнăх панă: «Илсе каятчӗç те, ара,  тырă çумлама – кайнă. Çумланăшăн пӗрер стакан, пӗчӗк стаканпа, çăнăх паратчӗç. Хирсене хӗрарăмсем кăна ӗне, вăкăр кӳлсе сухаланипе хăш-пӗр вырăнта тырри çиелтех выртатчӗ, çумӗ вара пурпӗр тухатчӗ. Çумлаттăмăр». Вăрçă вăхăтӗнчи ачалăхне аса илсен Лиссавье мăнаккан куççулӗ тухать. Вăл Нурлат районне кӗрекен Якуркелӗнче пурăнать, халӗ тивӗçлӗ канура. Мăшăрӗпе тăватă ача çитӗнтернӗ, вӗсен çемйисемпе савăнать.

Асаттепе асаннен вăрçăччен çуралнă иккӗмӗш хӗрӗ Раиса Васильевна Краснова (Ермилова) та вăрçă çулӗсене, ашшӗ вăрçăран таврăннине те лайăх астăвать. Вăрçă вăхăтӗнчисене, мӗнле ӳснине каласа пама ыйтсан вăл ак çапла каласа пачӗ:

Выçăллă-тутăллă ара. Пӳрт начарччӗ, пӗчӗккӗччӗ. Килте асаттепе асаннеччӗ тата аппа. Çулла аппа та аннепе ӗçлеме каятчӗ, çум çумлама. Анне ялан ӗçре пулнă. Нурлатран вăрлăхлăх тырă турттаратчӗç. Хамăр ӗнесене кӳлсе каятчӗç. Элеватортан турттарнă. Тӳрӗрен, Машайран, Ерепьелӗнчен çӳренӗ. Анне кăна мар, ытти хӗрарăмсем те çапла кайнă. Асанне, Агафья Владимировна Ермилова, курмасть пулсан та (ватăлсан куçӗ курми пулнă) ыттисем те хăйсен ачисене пирӗн пата хăваратчӗç.Мăн çын пур тесе. Астăватăп-ха: ирех илсе килетчӗç те ачисене ман çума вырттаратчӗç. Çывăрччăр тесе. Кайран эпир вара выляттăмăр: утияла тăват кӗтесрен тытса, пӗрне утиял çине вырттараттăмăр та йăтса çӳреттӗмӗр. Ача-пăчан вылямалла вӗт, мӗнле те пулин вăхăта ирттермелле... Çулла чăкăт курăкӗ çиеттӗмӗр. Çăвар тулли çиеттӗмӗр. Çаврака çулçăллă вăл чăкăт курăкӗ. Кайран чăкăчӗ хăй пулатчӗ – ăна çиеттӗмӗр. Çулла курăк таврашсем çиеттӗмӗр – выçă çӳремен.

 

Ыйтсан – пӗлме пулать

Пӗрре, кӗркунне, эпир аппапа чӳрече патӗнче ларатпăр. Якуркел енчен иккӗн килни курăнать. Пӗри Лачака еннелле кайрӗ (вăл лачакасем пулнă иккен), тепри пирӗн еннелле пăрăнса кӗчӗ. Эпӗ калатăп: «Тахшин килет». Килсе кӗчӗ те тӳрех асанне патне пычӗ (вăл кăмака патӗнче ларатчӗ): «Анне, эпӗ эс парса янине илсе килтӗм», – тет. Çавна астăватăп. Эпӗ пиллӗкреччӗ. Асанне ăна пӗр япала пиллесе парса янă пулнă «каялла илсе кил» тесе, вăт çавна илсе килнӗ вăл каялла.

Унтан пирӗн пата пырса пире икшер конфет пачӗ ӗммелли, тӳме пек çаврака, хутсăр. Шурă тӗслӗ. Унччен эпир конфет курман. Пӗрремӗш хут çавăн чухне куртăмăр. Вӗсене вăл ăçтан илнӗ-тӗр ӗнтӗ. Ют çӗршывран илсе килнӗ-ши? Пирӗн çинчен манман. Люцер, клевер ӗметтӗмӗр. Конфет пулман. Майра пушмакӗ тетчӗç, çавна ӗметтӗмӗр (вăрçă вăхăтӗнче). Пылак çиес килнӗ-тӗр ача-пăчан. Атте вăрçăран килнине çапла астăватăп...

Хăйӗн амăшӗ, Зиновья Тимофеевна Ермилова çинчен çапла аса илет Раиса Васильевна: «Анне канăçлăх курман вăл. Килӗнче те (качча киличчен) канăçсăр пурăннă. Хирӗ пысăк пулнă. Ашшӗ те кăра пулнă тет. Амăшӗ Прасковья ятлă пулнă, ӗçленӗ чух урине суранлатнă та утма, ӗçлеме кансӗр пулнă ăна. Мӗнпур ӗç анне çине тиеннӗ. Ашшӗ лобогрейкăпа вырса паратчӗ тет. Çавсене кӗлте туса çыхнă анне. Хăвăртрах çыхнă, вун иккӗре пулнă вăл ун чухне, выляма каясси килнӗ тет сӗре. Çавăнпа хăвăртрах ӗçлесе пӗтерсе пушанас тенӗ». 

Раиса Васильевна Якаелӗнчи шкултан вӗренсе тухнă хыççăн библиотекаре вӗреннӗ, ялти библиотекăра ӗçленӗ. Кайран Хусанта бухгалтерсен курсне пӗтернӗ. Нурлатра Горсоветра нумай çул ӗçленӗ бухгалтерта. Унтан Нурлатра больницăра пайтах ӗçленӗ. Халӗ пенсире. Нурлатра пурăнать. Ачисемпе, ачисен ачисемпе савăнать.

Çапла аслă тăвансенчен ыйтса пӗлсе хамăр çӗршыв историне, ял пурнăçне, вăрçă вăхăтӗнчи ачасен ачалăхне пӗлме пулать. Вăл пире çывăх та хаклă. Ăна нихăш кӗнекере те çырса кăтартман. Пиртен кашниех хăйӗн çывăх çыннисенчен ыйтса пӗлсе вăл вăхăтри пурнăç çинчен пӗлме, хут çине çырса малашлăх валли упраса хăварма пултарать.

Енчен те вăрçăра пуç хунисем çинчен «Мемориал», «Память народа»,  вăрçăран сывă таврăннисем çинчен «Подвиг народа» электронлă ресурссем пур пулсан, тыл ӗçченӗсем çинчен, вӗсен ӗç паттăрлахӗ çинчен калакан ресурс хальлӗхе çук-ха. Малашне пуласса шанас килет. Вӗсем ăна тивӗç. Пысăк тав вӗсене пурне те! Чыс та мухтав!

Елена ФЕДОТОВА (ЕРМИЛОВА),

филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ.

Шупашкар хули.

Автор тата çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев