Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упи чиркӗвне Тутарстан митрополичӗ килнӗ

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Ҫӗпрел районӗнчи Упире пулнӑ. Ӑна чикӗре район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Ҫӗпрел районӗн благочиннӑйӗ Павел иерей ҫӑкӑр-тӑварлӑ хӗрсемпе кӗтсе илнӗ.

Владыка Упи ялӗнчи Хусан Турӑ амӑшӗн храмне ҫвятить тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Ҫак чиркӗве 2009 ҫулта тума тытӑннӑ. Чӗмпӗрте пурӑнакан Василий Крлыков тата ыттисем нумай тӑрӑшнӑ ялта Турӑ храмӗ пултӑр тесе.
Кирилл владыка сӑмахӗсемпе, чиркӗве тӑвакансем унта хӑйсен укҫисене кӑна мар, чӗрисене те хунине пӗлтернӗ. Служба вӗҫленсен митрополит ырӑ ӗҫ тума пулӑшакансене чиркӳ наградисене панӑ.
Ҫӗпрел районӗнчи "Тӑван ен" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев