Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упи тăрăхӗнчен фронта хӗрсем те кайнă

Февралӗн 1-мӗшӗнче Упи ялӗн библиотекинче «Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар» социаллă проект шайӗнче «Эпир Çӗнтерӳпе таврăнтăмăр» астăвăм урокӗ ирттертӗмӗр. Мероприятие Упи вăтам шкулӗнче вӗренекенсем хутшăнчӗç

Aчасем «Потомки Уби батыра в годы войны» кӗнекери биографисене шӗкӗлчерӗç. Упи тăрăхӗнчен фронта хӗрсем те кайнă пулнă. Вӗсен кун-çулӗпе, вăрçăри паттăрлăхӗпе паллашма ачасене уйрăмах кăсăклă пулчӗ, çакăнпа çыхăннă хăтлав çав тери килӗшрӗ вӗсене. Вăрçă ветеранӗ В.П.Калачева калаçнине ӳкерсе илнӗ видеона та интересленсех пăхрӗç вӗренекенсем. Унтан ачасем вăрçăран килнӗ виç кӗтеслӗ çырусене вуларӗç. Юлашкинчен вăрçăра пуç хунисене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.

Ирина ПАВЛОВА,

библиотекарь.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев