Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Упи тăрăхӗнче чăн-чăн ăстасем пурăнаççӗ

Пултарулӑх отчечӗн концертне килнисем Упи тӑрӑхӗнчи ал ӗç ăстисен Культура çурчӗн фойинче вырнаçтарнă ӗçӗсене курса киленчӗç

 

Нумай пулмасть пултарулӑх отчечӗн концертне килнисем Упи тӑрӑхӗнчи ал ӗç ăстисен Культура çурчӗн фойинче вырнаçтарнă ӗçӗсене курса киленчӗç. Кашни япала, чунпа тунӑскер, хаклӑ та илемлӗн курӑнать.

Акă, Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Мария Ярзуткина пушӑ вӑхӑта ал ӗçӗпе аппаланса усӑллӑ ирттерет. Атлас хăюсемпе усă курса кӗлчечек çыххисем, кӑкăр çине çакмалли Георги хăйӑвӗ те ăсталать.
Тивӗçлӗ канурисем те вӑхӑта усӑсӑр ирттермеççӗ. Кичемленсе лармаççӗ, ăсталăхпа палӑрса тӑраççӗ. Галина Ильинан çӑпатипе «пӑсланса» ларакан сӑмаварӗ те хӑнасене чей сӗтелӗ патне йыхравлаççӗ. Хутран пӗтӗрсе тунӑскерсене сӑнанӑ май чылай вӑхӑт хушши ӗçлени палӑрать. Алăпа ӗçлени ӑс-тӑн пултарулӑхне, ӑс-хакӑла аталантарма пулӑшать.
Ирина Ярзуткина çыхнӑ юмахри сӑнарсене, вӗт шӑрçаран хатӗрленӗ хурӑн йывӑççипе картинăна, хӗресле тата хӑюпа тӗрленӗ панносене курса савӑнтӑмӑр. Елена Макарова ротангран явса ӑсталанӑ кашпосем пит селӗм пулса тухнӑн курӑнчӗç. Анна Емельянован çекӗлпе çыхнӑ карçинккисем, салфеткӑсем, тӗпелте кирлӗ пулакан прихваткӑсем тыткăнларӗç.
«В руках таланта все может служить орудием к прекрасному», — тенӗ Н.В.Гоголь. Чӑннипех калама пулать, Упи тӑрӑхӗнче ӗçчен, тӗлӗнмелле пултаруллӑ çынсем пурӑнаççӗ. Çӗлес, тӗрлес, хатӗрлес ӗçсемсӗр пуçне ал ӗçӗн ытти тӗсӗсемпе аппаланасси паян та ялсенче сыхланса юлни савӑнтарать.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство