Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упи волонтерӗсене – Тав çырăвӗ

Нумаях пулмасть Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсем Марс Саяпов, Владимир Ярухин тата Виктор Петухов Упири маскировка сетки çыхакан чи хастар волонтерсене çар чаçӗн командованийӗ ятӗнчен Тав çырӑвӗсем парса чысларӗç.

Çавӑн пекех мероприятие Çӗпрел район пуçлӑхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин тата Упи ял хутлăхӗн пуçлӑхӗ Александр Петрович Ярухин та хутшӑнчӗç. 
Хӑнасем волонтерсене хастар ӗçленӗшӗн чун-чӗререн тав турӗç, ятарлă çар операцийӗн зонинче маскировка сеткисем питӗ кирлине палӑртрӗç. Паянхи пурнăçра волонтерсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ, çӗршывшăн çăмăл мар вăхăтра пирӗн салтаксене пулăшас, çӗнтерӗве çывхартас тесе пӗтӗм вăйне хураççӗ вӗсем.


Упири Культура çуртӗнче уйӑх çурӑ каялла маскировка сетки çыхма пуçланӑ. Шкулта вӗренекен ачасем те çитӗннисемпе пӗр тан ӗçленӗ. Çак кӗске вăхăт хушшинче волонтерсем 30 яхӑн сетка çыхcа хатӗрленӗ, ку ӗçе малалла тăсаççӗ.


Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев