Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упи ял тăрăхӗнчен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 45 хӗр хутшăннă

Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар теççӗ те, анчах та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче (1941 – 1945 çулсем) хӗрарăмсем арçынсемпе тан ӗçленӗ. Хӗрарăмсем тăшманпа та çапăçнă, аманнисене те çапăçу хирӗнчен илсе тухнă.

Мартăн 10-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 6-7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшăннипе «Хӗрарăм тата вăрçă» темăпа паттăрлăх урокӗ йӗркелерӗмӗр. Вăл Тутарстанра пурнăçланакан «Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар…»  социаллă проект шайӗнче иртрӗ. Упи ял тăрăхӗнчен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 45 хӗр хутшăннă, тăван ене каялла пурте сывă таврăннă. Вăрçă çулне вӗсем арçынсемпе тан утса тухнă.

Çӗнӗ Упири Ольга Егоровна Адъютантова тата Клавдия Васильевна Спиридонова 1942 çулхи майăн 20-мӗшӗнче вăрçа кайса мӗн киле таврăниччен пӗрле пулнă. Хабаровск вăрманӗнче оружейник пулнă, самолетсем çине бомбăсем çакма пулăшнă. Ольга кӗçӗн сержант, Клавдия ефрейтор званийӗпе 1945 çулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче киле таврăннă.

Серафима Ивановна Альмяшкина 1944 çулта Коростень (Украина), Варшава (Польша) хулисене ирӗке кăларнă çӗре хутшăннă, вăл тăракан  хӗрарăмсен полкӗ тăшманăн 27 самолетне персе антарнă.

 Зоя Ивановна Ботанина Ленинград фронтӗнче стрелоксен 128-мӗш танк чаçӗн радистки пулнă.

Çитӗнекен ăрăва хамăр ял çыннисен историйӗн пӗр пайне кăна каласа патăмăр. Тӗплӗнрех вара В.Ярухин таврапӗлӳçӗн «Упи Паттăрăн тăхăмӗсем вăрçă çулӗсенче» кӗнекинче паллашма пулать. Çак кӗнекере Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă хӗрарăмсен биографийӗсем, сумлă наградисем, каласа панисем, пухнă тулли сведенисем пур.

Урок «Эпир Çӗнтерӳпе таврăнтăмăр!» электронлă хăтлавпа ылмашăнса пычӗ. Ачасем ял хутлăхӗнчи вăрçа хутшăннă хӗрсемпе паллашрӗç, çаплах «Хӗрсем – Совет Союзӗн Паттăрӗсем» документлă фильм пăхрӗç.

Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар теççӗ те, анчах та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче (1941 – 1945 çулсем) хӗрарăмсем арçынсемпе тан ӗçленӗ. Хӗрарăмсем тăшманпа та çапăçнă, аманнисене те çапăçу хирӗнчен илсе тухнă. 

Вăрçа кайнă хӗрачасем, мӗнле пулнă-ха вӗсем? Мӗнле çапăçнă, мӗн тӳссе ирттернӗ, туйнă? Калама та хӗн. Тылрисем те Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшăннă, окоп чавнă çӗрте ӗçлеме çăмăл пулман. Çанталăк 40 градусран сивӗ пулнă, шăн çӗре чавма çав тери кансӗр пулсан та чăтнă. Тархан вăрманӗнче те йывăç каснă çӗрте ырми-канми  ӗçленӗ, Аслă Çӗнтерӗве çывхартма пулăшнă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче фронтра 800 пин ытла хӗрарăм пулнă. Этемлӗх историйӗнче нихăш вăрçа та çавăн чухлӗ хӗрарăм хутшăнман. Вӗсен хушшинче летчиксем те, танкистсем те, зенитчицăсем те, пулеметчиксем те, разведчиксем те, снайперсем те, çыхăнуçăсем те, медсестрасемпе санинструкторсем те пулнă.

Çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 150 пин ытла хӗрарăм çар орденӗсемпе медальсене тивӗçнӗ, вӗсенчен 86-шӗ Совет Союзӗн Геройӗ, 4-шӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тăнă. 

Ентешӗмӗрсен вилӗмсӗр паттăрлăхӗ пирки аса илсе каласа пани çамрăк ăрăва пурнăçпа вилӗм мӗн иккенне, вăрçă тата ирӗклӗх мӗн хака ларнине пӗлме пулăшать. Вăрçа хутшăннă хӗрсен паттăрлăхӗ пирки эпир нихăçан та манмăпăр, ӗмӗр асра тытăпăр, çамрăк ăрăва та каласа парсах тăрăпăр.

 (Юрий АДЪЮТАНТОВ. Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество