Сувар

Кондрашкин тунӑ бюст хӑй тӗслӗ пулса тухнӑ

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ арканнӑ вӑхӑтра сӑн ӳкерекенсем пулман.

Ҫерҫи чӳкӗ, Савӑл ҫапни, Кайӑк вӗҫтерни, Юпа лартни... Гиннес рекорчӗсен кӗнекине лекес тесе-ши, Ҫӗпрел районӗнчи уписем чӑвашсем мана пуҫланӑ йӑласене те кӑтартрӗҫ хӑйсен Акатуйӗнче. 

Палӑк ҫинчен уйрӑм калас килет. Паллӑ пулӑмсене халалласа - тӑшмана ҫӗнтерсен е ҫӗнӗ ҫӗр сине куҫсан - авалхи  чӑвашсем сӑваплӑ вырӑнсенче эрешлӗ юпасем лартнӑ пулнӑ. Каярахпа вӗсене палӑк теме пуҫланӑ. Упи ял хутлӑхне кӗрекенсем те хӑйсен ялӗсене никӗслесе яракан, тӗрӗсрех калаҫман, ят паракан Упи паттӑра халалласа лартнӑ палӑка уҫрӗҫ. Вырӑнӗ  те сӑваплӑ - Ҫӗтерӳ паркӗ. Юхма Мишши ҫырса илнӗ легенда тӑрӑх, Упи ятлӑ ҫар пуҫӗ халӑха тӑшмӑн пусмӑрӗнчен хӑтарса вӑрман витер ирӗклӗ вырӑнсене илсе килнӗ. Палӑк авторӗ Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин скульптор. Ҫавӑнпа та постамент ҫинчи сухаллӑ паттӑр бюсчӗ ун хӑйӗн тӗслӗ пулса тухнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ арканнӑ вӑхӑтра сӑн ӳкерекенсем пулман. Тема ирӗклӗ.

Палӑк чатӑрне чаплӑ лару-тӑрура Николай Угаслов, Марат Гафаров, Николай Кондрашкин ҫирчӗҫ.

Реклама

Истории тӗрӗслӗхӗшӗн каласа хӑвармалла, уйӑх каялла кӑна эпир Кивӗ Упи (кунти ялсенчен чи пӗрремӗшӗ) пуҫланса кайнине халалланӑ ял уявӗнче пӳлтӑмӑр. Унта ӑна хальхи Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем 400 ҫул каялла никӗсленӗ тесе историлле справкӑна вуласа пачӗҫ. Апла пулсан, Упи-пӑттӑр унти яла пуҫласа янӑ, кунталла ҫитмен. Ку тӑрӑхсене унӑн тӑхӑмӗсем кӑна килме пултӑрнӑ. 

Ун пек пулин те, чӑвашсен аваллӑхӗнчи сӑнарсене палӑксем лартма пуҫлани культура тата истории пӗлтерӗшӗллӗ пысӑк пулӑм. Ӑна пурнӑҫа кӗртме пултӑрнӑшӑн уписене мухтамалла.

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: