Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Упрӑр пӗр-пӗрне!

Рустам Минниханов Тутарстанра пурӑнакансене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламларӗ

 

"Иртсе пыракан ҫулталӑк пире хӑйне майлӑ чӑмӑртарӗ, вӑл республикӑра сӳрӗк мар, ӗҫчен, кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаракан ҫынсем пурӑннине кӑтартрӗ.
Эпир сывлӑха, ҫывӑх ҫынсемпе тӗлпулнин савӑнӑҫне ытларах хаклама тытӑнтӑмӑр. Медицина ӗҫченӗсене, пирӗн тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекенсене, йывӑр вӑхӑтра пулӑшу аллине тӑсакансене эпир пысӑк тав самахӗсем калатпӑр.
2020 ҫулта эпир республикӑн ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӑмӑр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ, культура, инфраструктура обьекчӗсене уҫрӑмӑр, вӗсем Тутарстанри ял-хуласен сӑн-сӑпатне илемлетеҫҫӗ.
Эпир пурте ӗҫӗпе те, шухӑшпа та хамӑрӑн нумайнациллӗ ҫӗршывра пӗрле. Эпир пуян историпе культура, ӑс-хакӑл еткерлӗхне, халӑхсем хушшинчи тата конфессисем хушшинчи килӗшӳпе тӑнӑҫлӑха упраса аталантаратпӑр. Шӑп ҫавӑнпа 2021 ҫула Тутарстанра Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пек ирттерме палӑртнӑ.
Пирӗн мӗн пур ҫитӗнӳре кашни ӗҫченӗн тӑрӑшӑвӗ пур, ку ӗҫре Тӑван ҫӗрӗн хальхипе пуласлӑхӗ пирки шутлани те пурах.
Хаклӑ юлташсем, ҫывхаракан ҫул мӗн пур ырӑ ӗмӗте пурнӑҫлатӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх сунатӑп. Упрӑр пӗр-пӗрне! Ҫӗнӗ 2021 ҫулпа!"

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев