Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урам уявӗшӗн клубра вырăн çитет

Ытти çӗрте, тен, ятне туса юрласа ташлама хатӗрленнӗ çынсем алă усса килӗсене те саланнă пулӗччӗç-тӗр те, çапах рункăсене урăх чустаран тунă.

Хатӗрленен-хатӗрленен пӗрер пысăк уява, ешӗл курăк хушшинче мӗнлерех ачасем чупса ввылянине шухăшра тӗрлетӗн, купăс сасси ял урамӗсене туласса ӗмӗтленетӗн... Аслачи веçех пăсса хурать. Кунӗпе çумăр. Интернет та çанталăк уяртассине кăтартмасть.
Çапларах Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче те Çуллахи Микулана уявлама хатӗрленнӗччӗ культура ӗçченӗсемпе вырăнти ЧНКЦ. Анчах, ваттисем каларӗшле, Турăран иртеймӗн. Çурхи çумăра ял-йыш уявран ытларах кӗтнӗ пулмалла. «Тинех антарса пачӗ!» – текенсем те пулчӗç. 
Ытти çӗрте, тен, ятне туса юрласа ташлама хатӗрленнӗ çынсем алă усса килӗсене те саланнă пулӗччӗç-тӗр те, çапах рункăсене урăх чустаран тунă. Нумаях пулмасть юсаса çӗнетнӗ Культура çуртӗнчи залра пурин валли те вырăн çитрӗ. Хальхи модăна пăхăнса, ăна трансформер евӗр тунă: кирлӗ-тӗк волейбол вылятăн, кирлӗ мар-тăк, пукан речӗсем каялла вырăнӗсене лараççӗ. Юрăсем те юрларӗç, вăйăсем те вылярӗç, ташă енӗпе те ăмăртрӗç аслисемпе кӗçӗннисем. 
Вăт çапла.
Сантăр Пикл тунă ял гербӗн эскизӗ
В.Ильин ярса панă ӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Видеосене Владимир Ильин ярса панă

Теги: сельский дом культуры