Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урам ячӗсем: Аксу районӗ, Емелькино

Çак ятсем кашни чăваш ялӗнче пӗр пектерех пулсан та, вӗсенче хăйне евӗрлӗх пурах

Ялта çӳренӗ, çӳрекен ятсем тӗрлӗ майпа пулса кайнă: авалхи ятсенчен пырса; чăвашлатнă вырăсла ятсем, хушаматсем çумне ялта тухнă хушма  ятсене çыпăçтарса. Хушма ятсем нумай тӗспе çуралнă: япала, чӗрчун, ӳсен-тăран ячӗсенчен; çын ăçта, мӗнпе, мӗнле сывлăхпа пурăннинчен; шӳтлесе, кулса каланинчен, пурнăçра пулнă пăтăрмахсенчен; пӗчӗк чух  каланинчен. Çак ятсем кашни чăваш ялӗнче пӗр пектерех пулсан та, вӗсенче хăйне евӗрлӗх пурах. Кӳршӗллӗ Çӗмӗртлӗ, Çӗньял, Унтакшă ялӗсенчех тата тӗлӗнмеллерех, кăсăклăрах ятсене тӗл пулатăн. Чăваш тӗнчинче ахальтен мар 10 пин ытла ят çуралман: пирӗн халăх – ятсен ăсти!
Халь Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче тӗл пулакан ятсем çинчен калаçар-ха.

Авалхи ятсем, авалхи ятсенчен тухнă хушăмсем
Яла пуçласа яракансенчен пӗри Памук, тепри Кнеç ятлăскерсем пулнă.
Мӗнле ят-ши вăл Памук, мӗне пӗлтерет-ши?.. Памук тӗрӗк халăхӗсен ячӗ пулас. Чăвашсен хушшинче ытлашши сарăлман курăнать. Тӗпчесен çакна курма пулать: çак сăмах узбек, турккă, пăлхар, хорват, словен, серб чӗлхисенче çӗр мамăкӗ тенине пӗлтерет. Памук Турци çӗршывӗнче сарăлнă хушамат. Çак хушаматпах турккăсен тӗнчипе паллă çыравçи, Нобель премийӗн лауреачӗ Орхан Памук çӳрет. Ак мӗнле, ялта пулнă Памук ят пире ăçта инçете илсе çитерчӗ!
Кнеç ят та, «князь» сăмаха аса илтерсен те, чăвашăнах пулас. Чӗмпӗр облаçӗнче Кнеç, Кнеçке ятсенчен вырăслатса пулса кайнă Князькин хушаматпа çӳрекен чăвашсем пур.
Пульница кассинче ватă кинемей пурăнатчӗ, ăна Карай Улькки тесе чӗнетчӗç. «Карай» тени мӗнрен пулса кайни паллă мар.
Шур енчи касра, халь Захаровсем пурăнакан вырăнта, ӗлӗкрех ватă амăшӗпе хӗрӗ пурăнатчӗç. Амăшне Хашту карчăкӗ, хӗрне Хашту Тамари тетчӗç. «Хашту» ят мӗнрен тухни паллă мар.
Хыçалти касра пурăнакан Николай Федосеева мӗншӗн-тӗр Мăрса тетчӗç. Ӗлӗк кама-тăр, ун йăхӗнчисене, çак ятпа чӗнме пултарнă.
Хыçалти касрах Совкова хушаматлисем пурăнаççӗ, вӗсен çемйинчисене «Савка» хушма ятпа калатчӗç: Савка Татьянӗ, Савка Валентини. Совков хушамат Савка ятран пулса кайнă ахăр.
Ӗлӗк ялта чăн чăвашла ятлă çынсем ытларах пулнă-тăр: пирӗн яла XVII-XVIII ӗмӗрсенче куçса килекенсен хушшинче чăваш тӗнӗпе пурăнакансем те пулнă. Каярах кăна, çынсене православи тӗнне йышăнтарнăран ятсене чиркӳ урлă кăна партарма тытăннипе, чăн-чăвашла ятсем халăх пурнăçӗнчен тухса ӳкнӗ.

Грекла-римла ятсене чăвашлатса
Ялта çыннăн çуралнăлăхӗ, паспорчӗ çине çырнă ячӗсӗр пуçне çемьере, ялта унăн чăвашлатнă ячӗ те çӳренӗ. Хăш-пӗр чух çак чăвашлатнă ят çав малтанхи римла-грекла ятран питӗ хытă уйрăлса тăнă. Ялти çынсен ячӗсене, хушамачӗсене вырăсла пӗлтернӗ чух вăл кам пулнине тӳрех ăнланма çукчӗ. «Кам ара вăл?» – тесе ыйтас килетчӗ.
Пирӗн ялти хăш-пӗр арçын ячӗсем: Палюк (Павел), Паля (Поликарп), Энтри, Андрюш (Андрей), Матви (Матвей), Аркаш (Аркадий), Ахваниç (Афанасий), Арчук (Арсентий), Якур (Егор), Пурис (Борис), Хӗлимун (Филимон), Юрги (Георги), Çумкка (Семен), Кандрати (Кондратий), Палька (Павел е Поликарп), Питтăр (Петр), Мирун (Мирон), Таниле (Данил), Тимахви (Тимофей), Çтуппан (Степан), Санюк, Элексантăр, Алякка (Саня, Александр), Çеруш (Сергей), Ляванти (Леонтий), Пархиль (Порфирий), Тимӗр, Володи (Владимир). Хӗрарăм ячӗсем: Ултутья (Авдотья), Варук (Варвара), Татьян (Татьяна), Хветура (Феодора), Утуç, Утя (Евдокия), Крахвине (Агреппина), Хвикла (Фекла), Наçтук, Нятя (Настя, Анастасия), Таруç (Дарья) тата ытти те.

Ашшӗ-амăш
ятне хушнисем
Çынна хăйӗн ячӗ çумне ашшӗ-амăшӗ ятне хушса туллирех палăртнă. Сăмахран, Палюкăн ачи Ваççа – Палюк Ваççи, Ляванти ачи Якур – Ляванти Якурӗ, Муççи (Моисей) ывăлӗ Çумкка – Муççи Çумкки, Ваня ачи Василий – Ванькка Ваççили.
Ашшӗ пулмасан ачин ячӗ çумне амăшӗн ятне хушса каланă: Марине Пети.

Хушаматран пулнисем
Пирӗн ялти Кононов хушаматлă çынсене «Кунисем» тенӗ: Куни Иванӗ. Чернова Лиза аккана Чурна Лизи тетчӗç. Мартыновсен йышӗнчисене, сăмахран, Мартин Кули, Мартин Якурӗ тесе чӗннӗ. Чадаевсене «Чадай» хушăмпа чӗнетчӗç: Чадай Элекçейӗ, Чадай Толи.

Чӗрчунсен, кайăксен ячӗсемпе
Çерçи Якурӗ (Чернов Егор), Кăсăя Валерийӗ (Моисеев Валерий). Хăçан-тăр вырăнти хуçалăхра председатель те пулнă Семенов Ивана Кăвакал Иванӗ тенӗ (колхозра пӗр вăхăтра кăвакалсем те тытнă).

Ăçта пурăннине кура
Хирти Ваççили (Елисеев Василий), Хыçалти Гриша (Ильин Григорий), Хыçалти Мӗтри (Никитин Дмитрий).

Ӳт-пӳ уйрăмлăхне кура
Кукăр касри Иванов Егора, таса та кӗрнеклӗ çын пулнипе – Мăнтăр Якур тетчӗç. Урапа инвалид пулнă Мельников Анатоли пиччене Уксах Тули, Совкова Татьян аккана Уксах Татьян тесе чӗнетчӗç. Çӗнӗ касра пурăнакан Кононов Элекçей мучее куçӗ курманнипе Суккăр Элекçей ят панă. Хыçалти касра пурăнакан, вăрçăран аманса килнӗ Яковлев Степана Хăрах алăллă Çтуппан тетчӗç.
Ӳсен-тăранпа çыхăннисем
Кононов Павăл пиччене мӗншӗн-тӗр Кăмпа Павăлӗ тетчӗç. Хыçалти урамри тепӗр Кононовсене «кăшман» ятпа калатчӗç: Кăшман Улюшӗ, Кăшман Володи.

Япала ячӗпе
Кукăр касра пурăнакан Моисеев Таниле çемйисене «чейăр» тесе каланă: Чейăр Танили.

Ӗçре тухнă ятсем
Элекçей ятлă çын ялти кӗпере тунă чух юписене çапса кӗртнӗ вăхăтра час-час «ижо!» (еще) тесе каланăран ун çумне çак сăмах çыпăçмаллипех çыпăçнăччӗ, Ижо Элекçейӗ тетчӗç ăна.

Халăх ячӗпе
Ялта пурăннă Чернов Георгие, тутар пек хурарах пулнăшăн-и, Тутар Георги тетчӗç. Захаровсен кил-йышне мӗншӗн-тӗр «кăркăс» ят хушса каланă: Кăркăс Павăлӗ.

Ют çӗртен куçса килнӗ çынна çӗнӗ ят пани
Ялта Иван ятлă çынсем нумай пулнипе Чăваш Енрен куçса килсе пурăнма тытăннă Васильев Ивана Çӗнӗ Иван тетчӗç.

Тӗс хушса каланисем
Çӗнӗ касра пурăннă Никитин Валерин ашшӗне хӗрлӗ сарă çӳçлӗ пулнăран Хӗрлӗ Сергей тенӗ. Çак касăн тепӗр енче пурăнакан Никитинсенех «Хăмăрсем» тетчӗç.

Ытти хушма ятсем
Матвеев Петр Николаевича Мишень Питтăрӗ тетчӗç. Çак ят вăл çарта, вăрçăра пулнипе çыхăнма пултарнă. Андреев Ваççук мучей ывăлӗ-хӗрӗсене «канаш» сăмах хушса чӗнетчӗç: Канаш Куçми, Канаш Анни. Çак хушăма мӗншӗн каланине халь эпир пӗлместпӗр.

Микулай ПАВЛОВСКИЙ.
Ульяновск – Емелькино.
Николай Павловскин социаллă сетьсенчи страницинчи сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев