Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урамра усӑллӑрах та, хӑрушӑ та мар

Эпир паян 65 ҫултан аслӑрах ҫулти ҫынсен контакчӗсене чакармалла тесе калатпӑр. Ҫапах, вӗсем патне килсе саламлас тесен те, визит кӗске пулмалла тата профилактикӑн мӗн пур меслечӗсене пӑхӑнмалла

 

Ҫӗнӗ ҫула уявласси коронавирус инфекцине ертнипе начар пулӑма ан ҫаврӑнтӑр тесен уява ҫемьепе пӗрле кӗтсе илнинчен аванни ҫук.
Ҫакӑн ҫинчен Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина каланӑ.
"Эпир паян 65 ҫултан аслӑрах ҫулти ҫынсен контакчӗсене чакармалла тесе калатпӑр. Ҫапах, вӗсем патне килсе саламлас тесен те, визит кӗске пулмалла тата профилактикӑн мӗн пур меслечӗсене пӑхӑнмалла, маска пулмалла. Енчен те тӑвансем нумай вӑхӑт хушши тӗлпулман-тӑк, экспериментсем тума кирлӗ мар, Ҫӗнӗ ҫула ватӑсем патне пуҫтарӑнмалла мар", – тесе палӑртнӑ спикер.
Пӗр пӳртре е пӗр хваттерте пурӑнакан тӑвансем 2021 ҫула пӗрле, нимӗнрен те шикленмесӗр кӗтсе илме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Любовь Авдонина уява уҫӑ сывлӑшра кӗтсе илни усӑллӑ та, хӑрушлӑхсӑр та тенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев