Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урасем утнă чух телевизор кăна курса ларас килмест...

Микулай тетен алли ылтăн. Вăл ахаль хăма татăкӗнченех каскаласа шедевр тума пултарать. Хăйсен çуртне, хапхине, пӳрт ăш-чиккине çав тери илемлӗ эрешлесе тунă. Николай Петровичăн тепӗр чун киленӗвӗ – купăс каласси.

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Николай Петрович Мулеев 1951 çулта Питрав уявӗ вăхăтӗнче çуралнă. Микулай тете нумай ачаллă çемьере улттăмӗш пулнă, пурӗ сакăр ача ӳснӗ вӗсен çемйинче. Шел, кӗçӗн йăмăкӗ 17 çултах сарăмсăр вилсе кайнă. Ыттисем, 7 пӗртăван, Турра шӗкӗр, паян кун пӗр-пӗринпе шăкăл-шăкăл калаçса, пӗр-пӗрне пулăшса чиперех пурăнаççӗ.

Хальхи вăхăтра Николай Петрович ашшӗпе амăшӗн тӗп çуртӗнче юратнă мăшăрӗпе Галинăпа пӗрле 45 çул пурăнать ӗнтӗ. 10 çул тивӗçлӗ канура вӗсем, çапах та халӗ те питӗ тӗреклӗ хуçалăх тытса пыраççӗ-ха.
– Урасем утнă чух телевизор кăна курса ларас килмест, усăллă ӗç туса хамăр ачасене вăй çитнӗ таран пулăшас килет. 45 çула яхăн тӗрлӗ ӗçре ӗçлерӗм пулсан та пенси укçи пӗчӗккӗ, унпа кăна пурăнма май çук паян, – пăшăрханса калаçать Микулай пичче.
Мăшăрӗпе иккӗшӗ кашни çулах 2-3 вăкăр ӳстерме тăрăшаççӗ, ӗне, чăх-чӗппе хур-кăвакал усраççӗ. Çапла майпа ачисемпе мăнукӗсене пулăшма пултарнăшăн чунтан хӗпӗртеççӗ.
Николай Петровичпа Галина Васильевна 3 ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулӗ çине тăратнă. Владимирпа Наталья педагогсем, Ульяновскра ӗçлесе пурăнаççӗ. Татьяна район центрӗнче сутуçăра ӗçлет. Микулай тетепе Галя аккан 6 мăнук. Кӗçӗн мăнукӗ те пур ӗнтӗ. Ачисемпе мăнукӗсем час-час килсе ватăсене пулăшсах тăраççӗ.
Микулай тетен ачалăхӗ çăмăлах иртмен. Вăл 14 çулта чухнех Бауман ячӗллӗ колхозра сухаçă пулса ӗçлеме пуçланă. Салтака кайиччен ялти Культура çуртӗнче киномеханикре тăрăшнă. 1970 – 1972 çулсенче Киргизин тӗп хулинче Фрунзере хӗсметре тăнă.
Çартан таврăнсан пӗр вăхăт клубра илемлӗх ертӳçи пулса ӗçленӗ. Унтан районти МСО тата КБО организацийӗсенче водительте тăрăшнă. 1978 – 1986 çулсенче тăван ялти колхозра бригадир пулнă. Кун хыççăн 2011 çулччен вара Николай Петрович Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи вăтам шкулта технологи тата музыка вӗрентекенӗнче ӗçлерӗ.
Тивӗçлӗ канăва тухсан та алă усса килте лармарӗ Микулай тете, колхозра платник-юсавçăра тăрăшрӗ. Микулай тетен алли ылтăн. Вăл ахаль хăма татăкӗнченех каскаласа шедевр тума пултарать. Хăйсен çуртне, хапхине, пӳрт ăш-чиккине çав тери илемлӗ эрешлесе тунă.
Николай Петровичăн тепӗр чун киленӗвӗ – купăс каласси. Вăл нумай çул районти «Хӗлхем» ансамблӗн купăсçи. Кивӗ Чакăри Владимир Токмаковпа иккӗшӗ купăсӗсене тăсса ярсан тӗлӗнсе каймалла вӗт!
Нумай пулмасть вырăнти хуçалăхра тата шкулта нумай çул ырми-канми ӗçленӗшӗн хисеп туса район ертӳçисем Николай Петровича Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине халалланă медальпе чыслама йышăннă. Çак наградăна Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ А.Ярухин, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Р.Дружков тата ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Г.Карсаков хуçи патне çитерчӗç. Вӗсем Николай Петровича район пуçлăхӗ М.Гафаров ятӗнчен саламласа малашне те сывлăхпа нумай-нумай çул пурăнма, çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗç. (Геннадий КАРСАКОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество