Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫурхи пӑр черчен те ултавлӑ

Ешӗлварта ҫӳхе пӑр ҫинче пулӑ тытакансене тытса чарнӑ

МЧС ӗҫченӗсем чарусене пӑхмасӑрах Ешӗлварти чукун ҫул кӗперӗ айӗнчи пӑр ҫине пулӑ тытма тухнӑ пулӑҫсем пирки рейд йӗркеленӗ. Кӗпер айӗнче вӗсем тӳрех темиҫе пулӑҫ-экстремала тытса чарнӑ, вӗсемшӗн пӑр ҫине тухнӑ шыв та хӑрушӑ мар.

"Путмастпӑр, инкеке лексен - пӗр-пӗрне ҫӑлӑнма пулӑшатпӑр. Юлашки кунсем вӗт, тытса юласшӑнччӗ", - теҫҫӗ пулӑҫсем. 

Раҫҫей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакланнӑ пулӑҫсене малтанлӑха штрафламан, асӑрхаттарнӑ кӑна. Анчах вӗсем ҫӳхе пӑр ҫинче пулӑ тытнипе тепре лексен, вӗсене 1500-тен пуҫласа 2000 тенкӗ таран штраф кӗтет.

"Эпир граждансене пӑр ҫине тухмалла марри ҫинчен ӑсӑрхаттаратпӑр, ку пурнӑҫшӑн хӑрушӑ! Кунсерен ирттерекен рейдсенче эпир граждансене асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр. Ҫурхи пӑр вӗт питӗ черчен! Упрӑр хӑвӑра!", - чӗнсе каланӑ пулӑҫсене ГИМС центрӑн Ешӗлварти уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Евсеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев