Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уроксем хыççăн «Музейри каҫ» акци иртрӗ

Майӑн 18-мӗшӗнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейӗнче «Музейри каç» акци иртрĕ. Кӑҫалх ӑна Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа, Ҫӗнӗ Упири​ вӗренекенсемпе пӗрле "Юмахсен тӗнчинче" вӑйӑ-викторина ирттертӗмӗр.

Мӗне вӗрентеҫҫӗ юмахсем? Ҫамрӑк вулакан паллашакан пирвайхи кӗнекесем – юмахсем. Шӑп та шай юмахсем пулӑшнипе ачасем ырӑпа усала уйӑрма пуҫлаҫҫӗ, юмахри ырлӑх яланах усала ҫӗнтерет, ҫавӑнпа та ача ырӑ ҫын пулни лайӑхрах пулнине ӑнланма пуҫлать.
Ырӑ та усал асамҫӑсем ҫинчен, юмахсенчи мӑнаҫлӑ паттӑрсемпе илемлӗ патша хӗрӗсем ҫинчен
пӗлме,​ юмахсен тӗнчине "ҫулҫӳреве" кайрӗҫ. Юмахсенчи сӑнарсене, пазл пуҫтарас конкурсенче хӑйсем юмахсене пӗлнине тӗрӗслерӗҫ. Юмахри арчаран "асамлă" япаласем кӑларса, вӗсем хӑш юмахран иккенне пӗлчӗҫ.
"Иван паттӑр", "Ҫарӑк" мультфильмсем пӑхса киленчӗҫ.
«Музейри каç» уява хутшăннисен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.

Кӗҫӗн ҫултисем "Музейра хӑйне мӗнле тытмалли правилӑсемпе" паллашрӗҫ.
Ачасем музей экспозицийӗпе, П.Дементьевӑн ҫамрӑклӑх тата шкул ҫулӗсемпе паллашрӗҫ, музейсенче шавлама, экспонатсене алӑпа тӗкӗнме, ялтӑраса тӑракан сӑнӳкерчӗксем тума,​ чикӗлевсем хыҫне кӗме,​ ытти ҫынсене кансӗрлеме юраманнине, мӗнлерех экспонатсемпе фондсем
тулнине пӗлчӗҫ. Ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ япаласем нумай пӗлчӗҫ.
Уяв вӗҫӗнче музей уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа сӗтел хушшинче тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ, "Ҫуралнӑ кунпа" юрӑ парнелерӗҫ. Саламлӑ сӑмахсем
каларӗç, малашне те нумай экспонатсемпе пуянланма сунчӗҫ,
хӑналанӑшӑн тав турӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев