Уроксенче чӑваш культурипе паллаштаракан шкулта икӗ хутчен мина шыранӑ
Хусанта ҫак эрнере ӗнтӗ иккӗмӗш хут 177-мӗш лицей вӗренекенӗсене эвакуацилеҫҫӗ
Уроксем вӑхӑтӗнче усаллӑн шӳтлекенсем вӗренӳ заведенийӗнче бомба пур тесе шӑнкравлаҫҫӗ иккен. Пине яхӑн лицеист тата вӗрентекен саперсемпе кинологсем тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра урамра 4-шар сехет кӗтсе тӑнӑ.
Пӗрремӗш эвакуаци мартӑн 16-мӗшӗнче пулнӑ, тепри – паян. Малтан лицейра сирпӗнекен хатӗр пурри ҫинчен калакан пӗлтерӳ электронлӑ почта ҫине килнӗ пулнӑ, хальхинче шӑнӑкавласа пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтра 177-мӗш лицейра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа 4-мӗш В класра чӑваш культурин урокӗсем иртеҫҫӗ. Январь уйӑхӗнче ачасем "Сурхурипе" паллашнӑ, мартра "Ҫӑварнипе". Уҫӑ уроксене ирттерме педагогсене вӗрентӳ ветеранӗ Нина Малышева пулӑшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев