Сувар

Усламҫӑсемпе самозанятыйсем патшалӑх тӗревне илме пултааҫҫӗ

Кӑҫал Тутарстанра пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствопа наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май, 4 регион проектне хута ярӗҫ

 

2021 ҫулта Тутарстанри усламҫӑсене тӗрев пама «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» наци проекчӗпе тата республика программисемпе 1,2 млрд тенкӗ уйӑрӑнать.
Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствона тӗрев паракан наци проекчӗпе федераллӑ бюджетран 201,7 млн тенкӗ уйӑраҫҫӗ, 1 млрд тенкӗ республика бюджетӗнчен. Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстанри усламҫӑсене тӗрев пама, республикӑри программӑсене шута илсен, 1,2 млрд тенкӗ уйӑрма хатӗрленеҫҫӗ.
Наци проектне пурнӑҫа кӗртсе усламҫӑсемпе самозанятыйсене льготӑллӑ ставкӑсемпе микрозаймсем, поручительствӑсем, социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртмелӗх грантсем парӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурлӑх, экспорт, информаципе консультаци тӗревӗ парӑнать.
Тӗрев илес тесен хӗрӳ линие 8 (843) 524-90-90 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Кӑҫал Тутарстанра пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствопа наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май, 4 регион проектне хута ярӗҫ: «Создание благоприятных условий для осуществления деятельности самозанятыми гражданами», «Создание условий для легкого старта и комфортного ведения бизнеса», «Акселерация субъектов малого и среднего предпринимательства», «Создание Цифровой платформы с механизмом адресного подбора и возможностью дистанционного получения мер поддержки и специальных сервисов субъектами МСП и самозанятыми гражданами».
Ҫак ҫӗнӗлӗхсене пула хӑйсене хӑйсем ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫынсем те тӗрев илӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: