Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫутӗҫ министерстви шкулсенче юлашки шӑнкӑравсене онлайн тума сӗнмест

Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви шкулсене юлашки шӑнкӑравсемпе выпускнойсене малтанхи пек линейкӑсем туса ирттерме сӗнет. Ҫакӑн ҫинчен ведомствон ертӳҫи Сергей Кравцов пӗлтернӗ

"Юлашки шӑнкӑравсене шкул расписанийӗ йӗркеленнӗ тӑрӑх ирттерме сӗнетпӗр. Йӑла тӑрӑх ку май вӗҫӗнче, ӑҫта-тӑр майӑн 25-мӗшӗнче, ӑҫта-тӑр маларах пулса иртет. Ҫапах эпир ҫак уява ҫӗршыври мӗн пур шкулта малтанхи пек йӑлапа ирттерме сӗнетпӗр", – тенӗ Ҫутӗҫ министерствин ертӳҫи.

Кравцов палӑртнӑ тӑрӑх, выпускной каҫсене июнӗн 26-мӗшӗнче ирттермелле.
"Ку пирӗн вӗрентӳ системин йӑли. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӗршывӑн мӗн пур шкулӗнче Йӑла тӑрӑх юлашки шӑнкӑравсем иртӗҫ, унтан эпир сӗннӗ пек, июнӗн 25-мӗшӗнче шкулпа уйрӑлмалли каҫсем", - хушса каланӑ министр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев