Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫутҫанталӑк сӑлтавӗ те пулма пултарать, этем айӑпӗ те

Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн сӑмахӗсемпе республикӑра аномалиллӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑнипе вӑрман фондӗнче 2021 ҫулхи майранпа 1 пине яхӑн тӗрлӗрен вут тухнине фиксациленӗ

"Енчен те пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтпа танлаштарсан, пушарсем 5 хут ӳснӗ. Паллах, ҫакӑ атмосфера сывлӑшӗ хӗрнипе тата ҫумӑрсем ҫуккиппе пулса иртет. Этем факторӗ те юлашки мар.
10 ҫул хушши вӑрман фондӗнче вут тухманччӗ, кӑҫал ӗнтӗ 11 пушар. Юлашкинчен Элмет районӗнчи Патраклӑ ҫумӗнче вӑрман ҫунчӗ", – тенӗ Равиль Кузюров.
Ӑна вырӑнти ҫынсем асӑрхаса сӳнтерме тытӑннӑ. Унтан пожарныйсемпе нефтяниксем килсе ҫитнӗ.
"Ку питех пысӑк пушар марччӗ, анчах лаптӑкӗпе анлӑччӗ. Унта аялти пушартан ҫӳлтине куҫнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ку вара вӑрманшӑн чи хӑрушши.
Манӑн МЧС ӗҫченӗсене, Патраклӑри волонтерсене, район администрацине тав тӑвас килет. Пушар сӑлтавӗсем хальлӗхе паллӑ мар, дознавательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк сӑлтавӗ те пулма пултарать, этем айӑпӗ те", – тенӗ вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ.
Ун сӑмахӗсемпе, Патраклӑ патӗнчи пушарӑн вучахне сухаланӑ, типӗ курӑка шывпа лайӑх йӗпетнӗ. Апла пулин те вӑрманта виҫӗ талӑклӑх хурал тӑратнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев