Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв карти тӗп тӳремре

Тӗп сцена умӗнче иртенпе халăх хӗвӗшет, динамикрен чăваш такмакӗсем янăраççӗ (кам суйласа илнӗ-ши вӗсене, хăшӗсем вăтантарса пите хӗретеççӗ. Чăвашсен илемлӗ кӗвӗллӗ праçник юррисем пайтах та...). Театрализациленӗ хайлава çапла тӗплӗн хатӗрленеççӗ. Ăна лартаканӗ Елена Алешина режиссер (Хусанти Таткультресурсцентр).

 

‎Официаллă пая Шупашкартанах килнӗ паллă телеертӳçӗсем Валентина Ивановăпа Владимир Тимофеев тата Хусантан Идель Киямов ертсе пычӗç. Уява килнӗ сумлă хăнасене сцена çине чӗнчӗç. ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов, ЧР Пуçлăхӗ О.А.Николаев, КПРФ партин ертӳçи Г.А.Зюганов, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ А.Ю.Русских,  «Звениговский» ЯХК ертӳçи И.И.Казанков, ТР ЧНКА председателӗ Д.А.Самаренкин, КПРФ парти фракцийӗн пайташӗ С.И.Казанков тухрӗç пухăннисен умне.

Саламсем

Рустам Нургалиевич Уява пуçтарăннă çынсене саламларӗ, чăвашсен ырă енӗсене асăнса мухтарӗ. Марисен «Çимӗкӗ», удмуртсен «Гырон быдтонӗ», мăкшăсен «Валда шинясӗ», вырăссен «Каравонӗ», тутарсен «Сабантуйӗ» пекех чăвашсен «Уявӗ» теТутарстан Республикин  бренчӗ пулса тăнине палăртрӗ. Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулӗнче Уяв уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăни çинчен каларӗ Президент. Уява çӳллӗ шайра хатӗрлесе ирттернишӗн Рустам Нургалиевич ТР ЧНКА хастарӗсене тав турӗ. «Звениговский» ЯХПК ертӳçине Иван Иванович Казанкова уйрăммăн саламласа тав турӗ. Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэчӗ П.Хусанкай кăçал 115 çул тултарнине аса илтерчӗ республика ертӳçи.

ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев регионта тытса пыракан наци политикишӗн, чăваш культурипе чӗлхине тимлӗх уйăрнăшăн Рустам Нургалиевича тав турӗ, «Пирӗн сирӗнтен вӗренмелли, тӗслӗх илмелли пур çакăнта», – палăртрӗ Олег Алексеевич. Йăласене тытса пырса паянхи кун хăюллăн утсан шанчăклăн пуласлăха кӗресси пирки ӗненӳллӗн каларӗ вăл.

Геннадий Зюганов хăйӗн сăмахӗнче çакăн пек мероприятисем наци представителӗсене пӗр çемье пек туйма пулăшни çинчен каларӗ. «Эпир Çӗнтерӳ халăхӗ, хамăрăн туслăха пула историре сывă юлтăмăр», – терӗ вăл.

Чыслани

ТР Президенчӗ Наци культурине аталантарнă çӗрте, республика çитӗнӗвӗнче тӳпе кӗртнӗ чăвашсене наградăсем пачӗ. Республикăн чи пысăк наградине «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» ордена «Звениговский» ЯХПК председательне И.И.Казанкова пачӗ.

Иван Иванович хăй те микрофон умне тухрӗ. «Пӗр кунра икӗ пысăк награда илни пысăк чыс, – тесе пуçларӗ сăмахне. – Çакăншăн «Звениговский» тата «Хузангаевский» хуçалăхсен коллективӗсене тав тумалла. Вӗсем тăрăшса ӗçленипе çитӗнӳсем пулчӗç. Патша вăхăтӗнче йăлт алă вӗççӗн тунă, кăна прологра та куртăмăр. Халӗ техника пулăшнипе пӗтӗм ӗçе кӗске вăхăтра пурнăçлама ӗлкӗретпӗр, тырри-пуллине те вăхăтра пуçтарса илетпӗр, ӗçе кӗртетпӗр. Çавăнпа хуçăлăхсем нихăçан та кредитпа хатӗр-хӗтӗр, вăрлăх-удобрени туянман, ӗçченсене те вăхăтра ӗç укçи тӳленӗ. Паллах, Тутарстан Республикин пулăшăвӗсӗр çапла тăвайман пулăттăмăр эпир. Тавах Рустам Нургалиевича, хавхалантарса пулăшнăшăн Геннадий Андреевича тав тăватăп. Тавах вӗсене, тавах халăха».

«ТР Вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» Тав çырăвне Элкел районӗн пуçлăхӗн çумӗ Р.А.Билалов тивӗçрӗ.

ТР ЧНКА Канашӗн пайташне, Теччӗ районӗн ЧНКЦ ертӳçи В.Тимофеева «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медаль пачӗ. Володар Аркадьевича кăмăлтан саламлатпăр наградăпа. Малашне те чăваш культурине упрас, аталантарс ӗçре вăй хума сылăх, хавхалану сунатпăр.

Элкел районӗн Культура Çурчӗн илемлӗх ертӳçине Л.Емельшинăна  тата Аксу муниципаллă районӗн Культура çуртӗнчи «Аксубай егетлэре» баянистсен ача-пăча халăх ансамблӗн ертӳçине Н.Крайновăна «ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ят пачӗç. Вӗрентӳри çитӗнӗвӗсемшӗн тата чӗлхене, культурăна упраса хăварассине тӳпе кӗртнӗшӗн Сиктӗрме-Хусанкайри вăтам шкулăн чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Чернова ТР Президенчӗн Тав хутне тивӗçрӗ.

Нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн, республикăри массăллă хыпар хатӗрӗсен аталанăвне тӳпе кӗртнӗшӗн «ТАТМЕДИА» АО филиалне «Сувар» хаçат редакцине ТР Президенчӗ Тав хучӗ пачӗ. Коллектива чӗререн саламлатăп. Тутарстанри чăваш этнокультура компоненчӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисене интерактивлă оборудовани 20 комплект парасси пирки сертификата Республика ертӳçи ТР ЧНКА председательне Д.Самаренкина пачӗ. 

ТР Халăхсен ассамблейин Элкел районӗнчи уйрăмӗн председательне А.Сафиуллина машина уççи пачӗ.

Тутарстанри библиотекăсемпе шкулсем валли чăвашла кăларнă 1000 илемлӗ литература кӗнеки тата 1000 учебникпе вӗренӳ пособийӗ илме сертификат пачӗ.

ЧР Пуçлăхӗ Элкел район администрацийӗн пуçлăхне А.Ф.Никошина, «Звениговский» ЯХПК председательне И.И.Казанкова, ТР ЧНКА председательне Д.А.Самаренкина, Пăва районӗн ЧНКЦ Канашӗн пайташне А. И.Алексеева Тав хучӗ пачӗ.

КПРФ партин ертӳçи  Уява йӗркелекенсен ӗçне пысăка хурса хакларӗ, «СССР 100 çулта» парти медальне парса хавхалантарчӗ. Çакăн пек медале тивӗçнӗ чăваш хастарӗсем  тата пулчӗç: «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă общество директорӗ Е.Чугунов, Сиктӗрме-Хусанкайри этнографи комплексне тăвакансен ертӳçи В.Юманов; Элмет районӗн ЧНКЦ ертӳçи И.Лисина; ЧНК президиумӗн пайташӗ, «Чăваш ялӗ» комитет председателӗ Э.Бахмисов тата «Сувар» обществăлла фондăн председателӗ В.Алмантай.

Тӗп сцена çинче праçнике чаплăн уçни юрă юрласа картана тăнипе вӗçленчӗ. Те халăх нумай пулнипе, те уяв йăлисене уяса пӗтерменнипе уяв картиех пулаймарӗ – ушкăнсем пӗчӗк-пӗчӗк картасаене тăрса çаврăнчӗç, унтан пурте пӗрле алăран алă тытăнса «çӗлен» элементпа усă курса утрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев