Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв лапамӗнче тепӗр уяв иртрӗ

Кашни кун пӗр кашăк пыл çимелли пилӗк сăлтав: Пыл хырăм-вара лайăх ӗçлеттерет, Пыл кăмăл-туйăма çӗклет, Пыл шăнса пăсăласран сыхлать, Пылра çан-çурăма хӳтӗлекен антиоксидантсем пур, Пыл ватлăхпа кӗрешет.

Августăн 14-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере «Пыл сăпасӗ» фестиваль иртрӗ. Ăна Тутарстанри чăваш шурсухалӗсен ертӳçин Иван Казанковăн пуçарăвӗпе Уяв иртнӗ лапамра йӗркелерӗç. 

Хальхинче мешехене Элкел районӗн вăйӗсемпе кăна хатӗрленни сисӗнчӗ. Халăх июлӗн 10-мӗшӗнчи пек йышлă марччӗ. Апла пулин те пыл хурчӗсен уявӗ питӗ кăмăллă иртрӗ. Сцена «тумне» улăштарнă. Варрине ТР ЧНКА эмблемине вырнаçтарнă, вăл çунаттисене сарнă пыл хурчӗ евӗрех курăнса тăрать. Йӗри-тавра утарçăсен куравӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ пыл. Районти ял хутлăхӗсем те вӗлле хурчӗсен тематикипе сӗтелсем илемлетнӗ. Кунта утарçăн справочникӗсем, пылран тунă апат-çимӗç, карасран тунă хатӗрсем тата ытти те. Кашниех хăнасене мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерме васкать.

Районти культура ӗçченӗсем хатӗрленӗ уявăн умсăмахӗ пылпа чей ӗçни çинчен пулчӗ. Чăваш эстрада артисчӗсем Фарида Файзуллина, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Андрей Смирнов, Альбина Пăрчăкан, вырăнти юрăçсем – çак кун сцена çинчен каймарӗç тесен те юрать. Уява Екатеринăпа Артемий Тельцовсем ертсе пычӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев