Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ

Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.

Кашни кун иртен пуҫласа каҫчен Элкел районӗнчи Сиктӗрме ҫумӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Кунта йывӑр тиевлӗ техникӑпа экскаваторсем ӗҫлеме чарӑнман тесен те юрать.

Уяв вырӑнӗ кунсерен илемленсе пырать. Ҫапла кунта асфальтлӑ ҫул та ҫитрӗ. Ҫитрӗ кӑна мар, вӑл пысӑк территорие унка ҫавӑрса илчӗ. Пулас этнотуризм комплексӗшен ку питӗ кирлӗ япалаччӗ. Хулаша малалла тума хальлӗхе чарӑннӑ. Уяв иртсен ун ӑшӗнчи ӗҫсем малалла тапранӗҫ. Унӑн ҫырма енчи стенин тулашӗнче, часавай хыҫӗнче, авалхи марьесӗр ҫуртсемпе ҫӗрпӳрт курма килекен хӑнасене кӗтсе илме хатӗр. Ҫапла Сиктерме тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тӗттӗмлӗхрен ҫутта тухнӑ тапхӑрсене кӑтартасшӑн. Кунта ЧНК хастарӗ Эдуард Бахмисов хат кӗртет. Канмалли куна пăхмасăрах район пуçлăхӗ те кунта, унăн çумӗсем те хатӗрлнӳ лару-тăрăвне тимлӗхре тытма тăрăшаççӗ. Тӗп ӗçсене çав çавах «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳ ӗлкӗртсе пырать. 

СССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ парк хатеррипе пӗрех. Кунта ҫуран ҫӳремелли кӗпере сӑрлаҫҫӗ тата типе пуҫланӑ йывӑҫсене ешӗллисемпе улӑштараҫҫӗ. Совет Союзӗнчи республикӑсен ялавӗсем вӗлкӗшни, ҫулпуҫсен портречӗсем айӗнче коммунизма тӗсетекенсен кодексне пичетлени нумай ҫынна ачалӑхне аса илтерӗ.

Элкел районӗнчи культура ӗҫченӗсем иртнӗ кунсенче йывӑҫ ҫуртсене тирпейлетчӗҫ пулсан, июлӗн 3-мӗшӗнче чӑваш йӑлисен репетицине ирттерчӗҫ. Пурисьелсем туй саманчӗсене кӑтартаҫҫӗ, хӑратасем салтака ӑсатнине, ҫӗньялсен те хӑйсен йӑли пур, сиктермесен те. Ҫакӑ йӑлтах пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗрки, вӑл чӑвашсен пурнӑҫ календарьне ылтӑн ҫипсемпе ҫыхӑнтарать. Ҫак йӑласене Уяв хӑнисене июлӗн 10-мӗшӗнче кунӗпе кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ.

 

 

 

 

 .  . 

 .  . 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X