Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 «Уяв пики – 2022» ята Кристина Данилова тивӗçрӗ

«Уяв пики» конкурс кăçал 14-мӗш хут иртрӗ. Чăвашсен республика праçникне пыракансем ăна уйрăмах кăмăллаççӗ, чипер хӗрсен пултарулăхне курас тесе ятарласа уйăрнă сцена çывăхне пуçтарăнаççӗ. Кăçал конкурс ТР Культура министерстви, ТР ЧНКА, Элкел районӗн администрацийӗ, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗ, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗ, «Благодарение» ыркăмăллăх фончӗ тӗрев панипе, пулăшнипе иртрӗ. Паллах ӗнтӗ, конкурса йӗркелесе ирттерес чи пысăк явапа ку хутӗнче те хăй çине «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн директорӗ С.Н.Чаркина хăй çине илчӗ.

Сильвия Николаевнăн конкурссем ирттерес опычӗ çав тери пысăк, вăл йӗркелекен конкурссене нумай пике хутшăнма ӗмӗтленет. Çавăнпах пуль 16 чăваш хӗрӗ хутшăнчӗ «Уяв пикине»: Анна Абрамова (Нурлат районӗ), Василиса Павловăпа Алиса Искендерова (Çӗпрел районӗ), Елизавета Толстова (Элкел районӗ), Елизавета Савелькина (Теччӗ районӗ), Марина Самытинăпа Виолетта Николаева (Пăва районӗ), Елизавета Носкова (Çӗнӗ Шуçăм районӗ), Анна Леонтьева (Алексеевски районӗ), Сильвия Еферова (Çарăмсан районӗ), Анна Павлова (Çырчалли), Елена Тугаева (Пӗкӗлме районӗ), тăватă пике Чăваш Енрен – Екатерина Краснова (Сӗнтӗрвăрри районӗ), Полина Васильева (Çӗрпӳ районӗ), Кристина Данилова (Вăрмар районӗ) тата Виктория Захарова (Йӗпреç районӗ).

Пӗринчен-пӗри илемлӗ пикесем хăйсемпе паллаштарчӗç, пултарулăх номерӗ кăтартрӗç, хăйсем хатӗрленӗ чăваш апатне жюри умне лартрӗç. Тӗлӗнмелле пултаруллă, маттур пулчӗç хӗрсем. Хисеплӗ жюри пайташӗсене чи-чи маттуррисене суйласа илме кăткăс пулчӗ-тӗр. Ман шутпа, çакăн пек чаплă конкурса хутшăнни хăйех пысăк çӗнтерӳ вăл – сцена çине тухса хăйӗн пултарулăхне кашниех кăтартаймасть, пысăк хăюлăх кирлӗ çакна тума. «Уяв пикине» хутшăннă хӗрсем вара çав тери хăюллă.

«Уяв пикине» хутшăнакан хӗрсене тата конкурса йӗркелекенсемпе куракансене ЧР Пуçлăхӗ О.А.Николаев, ТР тата ЧР культура министрӗсем И.Х.Аюповăпа С.А.Каликова, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Н.А.Николаева ятарласа пырса саламларӗç.

Конкурсра ятарлă парнене тивӗçнӗ тата малти вырăна тухнă пикесемпе паллашар-ха. «Сувар» пики» ята Василиса Павлова, ТР Çамрăксен ассамблейин ятарлă призне Виктория Захаровăпа Анна Леонтьева, Хусанти Heaven studio илем студийӗн ертӳçин И.В.Порфирьеван ятарлă парнине Сильвия Еферова, Аксу районӗн культура уйрăмӗн ертӳçин А.С.Тимирясовăн парнине Елизавета Носкова тивӗçрӗç. Çавăн пекех Хусанти «Аван» куçман пурлăх агентстви хăйӗн услугисемпе усă курмашкăн конкурса хутшăннă кашни пикене 20 пин тенкӗлӗх, Елизавета Савелькинăна вара 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа савăнтарчӗ. Вӗсене хӗрсене агентство ертӳçи С.Г.Чаркин пачӗ.

3-мӗш вырăна – «Сарпике» номинацине – Анна Абрамовăпа Марина Самытина, 2-мӗш вырăна – «Маттур пике» номинацине – Виолетта Николаевăпа Алиса Искендерова тивӗçрӗç. 1-мӗш вырăна – «Уяв пики – 2022» ята вара Чăваш Енри Вăрмар районӗнчи Мăнçырма ялӗн хӗрӗ Кристина Данилова çӗнсе илчӗ. Пурне те саламлатпăр! Малти вырăна тухнисене пурне те ювелир изделийӗсем, çӗнтерӳçе тата тухья та парса чысларӗç.

Сăмах май, конкурса хутшăннă пӗр пике те парнесӗр юлмарӗ – пурне те чечек çыххи, хутшăнакан дипломӗ тата кӗмӗл эреш парса савăнтарчӗç йӗркелӳçӗсем. Конкурса пултаруллă чăваш çамрăкӗсем – Жанна Паишевăпа Олег Кузнецов çӳллӗ шайра ертсе пычӗç. «Уяв пики» пирки чылайччен калаçӗç-ха ăна пырса курнисем, мӗншӗн тесен питӗ аван, чаплă иртрӗ конкурс.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев