Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЯВ ЯЧӖПЕ СИРЕ, АННЕСЕМ!

Анне вӗт вăл пире пурнăç паракан, кашниншӗн çӗр çинчи чи хаклă çын. Аннесене çак уяв кун кăна мар, яланах хаклар, юратар, çителӗклӗ тимлӗх уйăрар.

Çӗр çинче Анне кунне паллă туман çӗршыв пур-ши? Çук та пуль. Раççейре çак куна ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллă тăваççӗ. Эппин кăçал – ноябрӗн 28-мӗшӗнче. Çак кун тӗнчери чи хаклă çыннăмăрсене саламлăпăр, аса илӗпӗр.
Анне кунне çӗршывăмăрта çулран çул чаплăрах та чаплăрах уявлаççӗ: ача сачӗсенче, шкулсенче, культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ, ачисем амăшӗсем валли парне хатӗрлеççӗ. Эппин, кăçал та юратнă аннемӗрсене вӗсен уявӗпе чӗререн саламлар, пурне те çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунар! ( Автор сăнӳкерчӗкӗнче: Анат Кама хулинче пурăнакан телейлӗ анне Елена Григорьева ачисемпе)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество