Уявра аслисем чи малтан сӑмах калаҫҫӗ

Уява ӗмӗртен ӗмӗре ирттерсе пыни – пирӗн халӑхӑн пуян ӑс-хакӑл еткерӗ ӑруран ӑрӑва куҫса пынине пӗлтерет.
Чӑвашсен хушшинче пысӑк мешехесенче малтан чи аслине сӑмах парас йӑла пур. Унӑн пилӗпе пуҫланать те уяв. Тутарстанри черетлӗ Уяв кӑҫал онлайн-меслетпе кӑна иртет. Тутарстанри ЧНКА ятӗнчен унта хутшӑнакансене пирӗн хушӑри чи аслӑ та сумлӑ ҫын, Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ Канашӗн пайташӗ Анатолий Самаренкин саламларӗ. Ун сӑмахӗсем ҫӗр хӑвӑлне савӑл ҫапса кӗртнин вырӑнне пулччӑр.
"Хисеплӗ юлташсем, тӑвансем!
Сире пурсӑра та Уяв ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!
Авалхи йӑласене тытса пыни пире, чӑвашсене, хавхалантарать, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнава малалла тӑсма хушать.
Шӑпа пӳрнипе эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсене саланнӑ, анчах та пире, чӑвашсене, хамӑр халӑхӑн йӑлисем пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри – Уяв.
Тутарстан Республикин ертӳҫисем пулӑшнипе, Вырӑссен "Каравонӗ", тутарсен "Сабантуйӗ" тата ытти халӑх праҫникӗсемпе пӗрле чӑвашсен "Уявӗ" нумай нациллӗ Тутарстан культурине илемлетет.
Пирӗн республикӑра ирттерекен "Уява" Чӑваш наци конгресӗ тӗрев пачӗ, ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл Пӗтӗмраҫҫейри чӑваш уявне ҫаврӑнчӗ.
Уява ӗмӗртен ӗмӗре ирттерсе пыни – пирӗн халӑхӑн пуян ӑс-хакӑл еткерӗ ӑруран ӑрӑва куҫса пынине пӗлтерет. Унран эпир вӑй-хал илетпӗр, вӑл хавхалану ҫӑлкуҫӗ, чӑвашсен пуян культурин тӗкӗрӗ.
Ҫак кун Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗ ятӗнчен Уява онлайн меслетпе хутшӑнакан мӗн пур ҫынна саламлатпӑр. Сире пурне те вӑй-хӑват, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр. Тепӗр Уявччен сывлӑхпа ҫӳремелле пултӑр!"
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
25 января 2021 - 10:52Федераллӑ бюджетран миллиардсем кӗреҫҫӗ Раҫҫей ҫыннисен сывлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗ, комфортлӑ хутлӑха аталантарни, пултарулӑха аталантармалли майсене сарни, ӗҫ эффективлӑхне ӳстерни, предпринимательствона аталантарни приоритетра700
-
25 января 2021 - 08:34Тутарстанри культура учрежденийӗсем интернетра пысӑк ӗҫ илсе пыраҫҫӗ Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа Тутарстанри 500 культура учрежденине ҫыхӑнтармалла2800
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.12702
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ5600
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр4300
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне4500
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.119600
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.14500
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.14200
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.13502
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика