Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

В. Путин: "Раҫҫей шӑпи эпир миҫен пулнинчен килет"

Ҫӗршывра укҫа пур. Ача ҫуратма хавхалантарса анне капиталне 616 пин тенке ҫитереҫҫӗ.

Владимир Путин хӑйӗн Посланине демографи ыйтӑвӗнчен пуҫларӗ. 

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ачасем Раҫҫейре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчинчен сахалтарах ҫуралнӑ, халӗ вӗсем хӑйсен ача ҫуратмалли вӑхӑт пырать. Ку чухне ҫемьери тупӑш та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 

Нумай ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парасси регионсенче приоритетлӑ пулмалла. Федерацин 75 субъектӗнче 3 е тепӗр ачашӑн субсиди парӑнать.

Владимир Путин сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ача ҫуралнӑшӑн парӑнакан пособие ачи 7 тултариччен тӳлесе тӑма сӗнчӗ. Малтанхи тапхӑрта ҫак пособи уйӑхне 5 пин тенкӗ пулать. Каярах Президент ӑна 11 пин тенке ҫитересшӗн. 

Иккӗмӗш ачашӑн парӑнакан анне капиталне те 2026 ҫул вӗҫлениччен парӗҫ. Путин сӑмахӗпе ҫак капитала пӗрремӗш ача ҫуралсанах пама пуҫлаҫҫӗ. Вӑл маткапитала иккӗмӗш ача ҫуралсан тата 150 пин тенке ӳстерме сӗнчӗ. Ҫапла анне капиталӗ Кӑҫалтан 616 пин тенкӗ пулӗ.

3 ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ипотекӑшӑн тӳлеме 400 пин ытла субсиди парса пулӑшать. 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев