Сувар

Вакцина больницасене çитмен-ха, унта халех кайса тухтăрсене чăрмантарни усăсăр

Вакцина пурин валли те çитет. Кам-тăр пульницана маларах килни, каярах килекенсем валли эмел юлмасть тенине пӗлтермест

Тутарстанра гриппран прививка тăвас текенсен шучӗ палăртнинчен ытларах пулма пултарать, анчах ку медиксемшӗн йывăрлăха çаврăнмасть. Кун çинчен журналистсене ТР Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.

«Вакцина тӳлевсӗр, финансировани федераллă бюджетран килет, Ман шутпа, прививка тăвас текенсем ытларах пулсан, темех мар, эмеле тата илме пулать», – палăртнă вăл.

Вакцина хальлӗхе Хусана çитмен-ха. Авдонина сăмахӗсемпе, вăл медицина учрежденийӗсене çитсенех, ТР Сывлăх сыхлав министерствипе Роспотребнадзор халăх иммунизацине пуçлӗç.

«Паллах, кăçал пирӗн вакцинаци тумашкăн чи кӗске вăхăт пулать. Йăлтах федераллă центр вакцина кӳрсе панинчен килет», – тенӗ Любовь Геннадьевна.

Ун сăмахӗсемпе, вакцинаци кампанийӗ октябрь варринче вӗçленмелле. Тутарстанра пурăнакансемшӗн черетсӗр укол тума мӗн пур условисене хатӗрлеççӗ.

Пресс-конференцие хутшăннă ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков асăрхаттарнă тăрăх, сентябрӗн 1-мӗшӗнче поликлиникăсене чупма кирлӗ мар, медперсонала йывăра килме путрать.

«Вакцина пурин валли те çитет. Кам-тăр пульницана маларах килни, каярах килекенсем валли эмел юлмасть тенине пӗлтермест», – ăнлантарнă вăл.
Министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, халӗ поликлиникăна кайса привика тума ыйтни – усăсăр. Вакцина Хусана çитмен-ха, бригадăсем те йӗркеленмен. Жаворонков сăмахӗсемпе ун пек çынсем пульницасене килкеленӗ ӗнтӗ.

Кăçалхи кӗркунне Тутарстанра гриппран 1 миллион та 700 пин аслă çынна тата 600 пин ытла ачана прививка тумалла.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: