Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинаци иртме чӗннисем пурте килмеҫҫӗ

Паянхи куна Тутарстанра "Спутник-V" вакцинӑпа 12 134 ҫынна прививка тунӑ.  Иккӗмӗш дозӑна 2016 ҫын тутарнӑ ӗнтӗ.

  Тутарстанра коронавирусран тумалли вакцинӑсен 0,2% утилизацилеҫҫӗ.

Утилизаци пациентсен дисциплини япӑх пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

"Вакцинӑна утилизациленипе ним те тума ҫук. Эсир шутласа кӑна пӑхӑр, вакцинацине пӗр харӑс пилӗк ҫынна тӑваҫҫӗ. Шел пулин те, пиллӗкмӗш ҫынни вӑл е ку сӑлтава пула килеймест. Ҫавна пула хальхи вӑхӑта вакцинӑсен 0,2 проценчӗ утилизациленет те. Ку начар кӑтарту мар, мӗншӗн тесен ун пекки питӗ сайра пулса иртет",– тесе ӑнлантарнӑ спикер.

"СпутникV" препаратӑн пӗр флаконӗнче доза пилӗк ҫынлӑх, анчах хӑш чухне медицина организацийӗсене пилӗк пациентран ытларах чӗнеҫҫӗ. Министр ҫумӗн сӑмахӗсемпе,  республикӑра пурӑнакансем медиксем ыйтнине итлеҫҫӗ.

Коронавирусран тӑвакан вакцинӑн упаковкине уҫнӑ хыҫҫӑн унӑн юрӑхлӑх срокӗ икӗ сехет кӑна.

Паянхи куна Тутарстанра "Спутник-V" вакцинӑпа 12 134 ҫынна прививка тунӑ. 

Иккӗмӗш дозӑна 2016 ҫын тутарнӑ ӗнтӗ. Пурӗ республикӑна 13 442 доза вакцина кӳнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев