Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăл вылянă спектакльсене Чăваш Наци Телевиденийӗпе кăтарткалаççӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ тесе пӗлтерет chuvash.org сайт.

Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ.

1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ.

Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ.

1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев