ВАЛЕНТИН БУРАЙКИН ПАТРИОТЛА КӖНЕКЕ КĂЛАРЧӖ
«По зову сердца» кӗнекене поэтăн юлашки икӗ çулта хайланă сăввисем кӗнӗ
Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа çӗршывпа тӗнчери пулăмсем халăха тата ытларах пӗрлештерме, çирӗпленме пулăшрӗç. Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсене пулăшас тӗлӗшпе Нурлатра та чылай ӗçсем туса ирттереççӗ. Мобилизаци йӗркипе районтан 170 çын ятарлă çар операцийӗн зонине кайнă. Унчченех районти 14 офицер унта хӗсметре тăнă. Районта мобилизаципе кайнисен çемйисене пулăшассине йӗркеленӗ. Çак ӗçе кунта пурăнакансем хастар хутшăнаççӗ.
1969 çултанпа СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ, Ӗç ветеранӗ, Нурлат хулин хисеплӗ гражданинӗ, ТР пичетпе массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тутарстанри ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Валентин Михайлович Бурайкин та ку енӗпе хăйӗн тӳпине хывать. Çак кунсенче вăл хăйӗн çӗнӗ патриотла кӗнекине пичетлесе кăларчӗ. «По зову сердца» ятлă кăларăма поэтăн юлашки икӗ çулта хайланă сăввисем кӗнӗ. 2023 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнче çырнă «Письмо землякам на Донбасс» сăвăпа уçăлать вăл.
«Умчала вас осенняя дорога
От отчего порога далеко –
Нести Донбассу братство и подмогу...
А расставаться было нелегко...», –
тесе пуçлать вăл сăввине. Пысăк хавхаланупа, оптимистла вӗçлет:
«...Исполнив здраво повеленье долга,
Добьетесь вы победы над врагом.
Наверняка путь этот будет долгим –
Вернетесь, верим, в свой родимый дом».
Юнашарах 2022 çулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче çырнă «Вернитесь живыми, ребята» сăвă:
«...Час настал и, как в лихие годы,
На центральной площади – и стар и млад.
Вместе мы и со всем народом
Провожаем в дальний путь ребят».
Валентин Бурайкин пултарулăхӗ тăван çӗрпе, çынсене юратнипе, шанăçпа тата çирӗп туслăхпа тачă çыхăннă. Унăн поэзийӗ эпир халь пурăнакан вăхăтпа пӗр тан пырать. Паянхи пулăмсенчен чылайăшӗ поэт чӗри витӗр чуна хускатакан сăвăсем пулса тухаççӗ.
«...У людей: войной живущих,
Обожженные сердца
И истерзанные души…
А страданьям нет конца…» –
тет вăл 2022 çулхи декабрь уйăхӗнче çырнă «Станция» сăввинче.
«Донбасс, Донбасс, с тобой мы вместе» сăвва та çав вăхăтрах çырнă. Унта Донбасри çав вăхăтри инкексене чуна пырса тивмелле сăмахсемпе сăнласа панă.
«...У врага отсохнет жало,
Не избежит суда.
Пламя грозного пожара
Гаснет, господа.
Оправдаем мы надежды
Жен и матерей.
Будут бедствия все реже,
А жизнь все щедрей.
Творчество – река живая
Что ни говори…
Есть команда цифровая:
«Триста – тридцать – три!», –
тет поэт «Песня артиллеристов СВО» сăввинче.
Кӗнекене поэт Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă сăввисене те кӗртнӗ. «Хранит мне память», «Из рассказа фронтовика», «Бессмертие», «Ветеранам нашим», «Родине», «Слово о песнях фронтовых» тата ытти сăвăсенче автор, вăрçă ачи, хăй аса илнине, çынсем каласа панине тӗпе хурса сăвăласа каласа парать, вăрçăн йывăр çулӗсене уçса парать, ветерансене тав тăвать:
«...Тарпа юн витӗр выртнă çул –
Миллионшар чунне хăварнă,
Çавах та чăнлăх ватнă чул –
Çӗнтерӳпе тухма май панă.
Эпир пит пысăк парăмра,
Мăн ăрусем вӗт халалланă.
Вӗсем пире çак пурнăçра,
Тӗп-тӗрӗс пурăнма ăс панă.
Пур тивӗç, парăм пек сăваплă:
Хисеплесси тăван çӗре.
Аттесем пек упрас чи хаклă
Япала пек хурса тӗпе.
Чăн тӗрӗсрех тата кам калӗ?
Пур парăм, тивӗç пирӗн пур.
Таврăнайманнисен халалӗ –
Ӗмӗрӗпе эс ырă кур».
Поэта малашне тата ытларах ӳсӗмсем тума, вулакансене çӗнӗ кӗнекесемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Евгений ТУРХАН.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев