Валентин Урташа Раккасси ялӗн хисеплӗ гражданинӗ тунӑ

Ял историйӗнче пӗрремӗш хут «Раккасси ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят пани ҫӗнӗлӗх пулсан та, пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ
Вунӑ ҫул каялла Валентин Урташ ячӗпе преми йӗркелени ялта хӑйне майлӑ ырӑ пулӑм ҫуратать. Паллӑ таврапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ тата тӗпчевҫӗ А. М. Малышев ертсе пыракан комисси кӑҫал лауреат ятне тата премие А.Г. Дмитриева, Н.М.Дворова, Н.Т.Зимина, А.С. Никонорована тата А. А. Тимофеева пама йышӑннӑ. Сумлӑ наградӑна тата лауреат паллисене Раккасси ялӗн 295 ҫуллӑхне уявланӑ чухне пачӗҫ. Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрне ертсе пыракан В.А.Ильин премисене панӑ май, залра ларакансем паллӑ поэт-юрӑҫ ятне ялан асра тытни тата лауреатсене тивӗҫипе чыслани ырӑ пулӑм пулнине хавхаланса палӑртрӗҫ.
Ял историйӗнче пӗрремӗш хут «Раккасси ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят пани ҫӗнӗлӗх пулсан та, пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫак ята пӗр вӑхӑтрах виҫҫӗн: Валентин Урташ поэт-юрӑҫ (вилнӗ хыҫҫӑн), Анатолий Тимофеев журналист тата республикипех паллӑ Василий Павлов механизатор тивӗҫрӗҫ.
Ял ҫыннисемпе хӑнасем клуб директорне, нумай Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ Наталия Ракова пултарулӑхне уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Вӑл пуҫарнипе тата йӗркеленипе халӑх умӗнче пуян программӑпа ялти, районти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, Шупашкар районӗнченех килсе ҫитнӗ «Уяв» ансамбль халӑха тарӑн шухӑшлӑ, чуна тыткӑнлакан юрӑ-сӑвӑсемпе тата ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
2 января 2020 - 22:48Без имениРаккассине 295 ç.тесе кăштах тăхтасан аванрах пулĕ тесе шутлакансем пулчĕç уявра.
-
2 января 2020 - 22:40Без имениЧРтан килнĕ хăнасем "Телей" ятлă
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.13600
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.12200
-
3 июля 2022 - 09:01Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет «Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».10400
-
3 июля 2022 - 07:55Интернет пур чух Ял кунне ирттерме çăмăлрах 2022 çулхи июнӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкелте Ял кунӗ иртнӗ. Электронлă сасăлавпа ял-йыш Троица умӗнхи Ваттисен кунӗнче кăнтăрла иртсен тӗл пулма палăртнă хыççăн Ял кунне кашни çул çак вăхăтра ирттерме калаçса татăлнă.8600
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.68400
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.87600
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!127600
-
1 июля 2022 - 05:44Паян Нурлатра Уяв, ыран Аксура Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлатри яланхи вырăнта «Уяв» пулать. Унăн вăхăтне июнӗн 25-мӗшӗнчен ятарласа июлӗн 1-мӗшне куçарчӗç, мӗншӗн тесен çак кун Нурлатра тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе зонăри семинар-канашлу иртет47102
-
1 июля 2022 - 09:17АО «Транснефть – Прикамье» модернизировало систему пожарной безопасности в Удмуртском РНУ АО «Транснефть – Прикамье» завершило работы по модернизации системы пожарной безопасности офиса Удмуртского районного нефтепроводного управления23900
-
1 июля 2022 - 13:13На YouTube канале «БуНиБу» размещено новое видео Новый подкаст «Шулай язган» про любовь и отношения.21800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика