Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВАЛЕНТИНА СЕЛЕНИНА

Пирӗн редакци хăни – Валентина Селенина çамрăк çыравçă. Вăл Чăваш Республикинчи «Ачапча», «Тантăш», Патăрьел районӗн «Авангард» хаçатсемпе, «Самант» журналпа çыхăну тытнă. Халӗ – «Тантăш» хаçат, «Тетте» журнал корреспонденчӗ. Унăн «Вупăр палли» калавӗ «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборникра кун çути курнă

 – Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Эпӗ сӗт юрататăп. Тин çеç суса кӗнине, ăшăскере. Хальлӗхе ялта пурăннăран ирпе те каçпа тутлă сӗт ӗçме май пур. Ӗнер ӗнесене пукраран укол турӗç. Пилӗк кун сӗт ӗçме юрамасть терӗç... Мӗнлерех кулянатăп, пӗлесчӗ сирӗн!
Литературăпа сӗте танлаштарни тӗрӗсех-ши? Çавах çакна калăп: сӗтсӗр пурăнма йывăр, литературăсăр аплах мар. Пӗр кӗнеке вулама пуçласан çӗр çывăрми, çине-çине темиçе хайлав шӗкӗлчеме пултаратăп. Пӗр çырма пикенсен ӗмӗтсӗррӗн шурă хута хурататăп (кăваклататăп – кăвак пастăпа). Литература савăнăç кӳрет – çирӗппӗн калатăп, анчах эпӗ сӗтпе чирлӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Чăн пулнă савăнăçлă историсем хавхалантараççӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– О-о-о! Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, О.Генри, Джек Лондон, Георгий Краснов, Мария Ухсай, Нелли Петровская, Елен Нарпи...
– Юратнă кӗнеке.
– «Этногенез» литература сериалӗ, Джеймс Боуэн «Уличный кот по имени Боб», Джек Лондон «Любовь к жизни», Михаил Лермонтов «Герой нашего времени», Нелли Петровская «Шурă лили», Алексей Талвир «Пăва çулӗ çинче», Никифор Мранька «Ӗмӗр сакки сарлака», Куçма Турхан «Сӗве Атăла юхса кӗрет», Мария Ухсай «Кăра çилсем».
– Май пулнă-тăк мӗнле çырав­çăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Эпӗ хальхи çыравçăсемпе тӗл пулса калаçма май пурришӗн питӗ хӗпӗртетӗп. Вӗсен шутӗнче – Елен Нарпи, Лариса Петрова, Ольга Авст­рийская, Ольга Васильева.
– Пурнăç девизӗ.
– Кулăш – нумай инкекрен çăлакан (сиплекен) эмел.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Никама та. Шкул вăхăтӗнче аннене вулаттараттăм. Халь хăш-пӗр чухне хам та иккӗмӗш хут вулама хăратăп – çурса пăрахасран е пулă хучӗ тăвасран.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев