Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валери, кукăль вырăсла мӗнле пулать?

Пирĕн Славик часах салтакран таврăнмасть-ха. Ăна Кубăна янă

Эпĕ шкулта вĕренеттĕмччĕ. Аргентина Фолкленд (Мальдива) утравĕceне тапăнса Англирен туртса илчĕ.  Ыран паян вăрçă пуçланать. 1982 çулхи май вĕçĕ.
Ермишов Михал пиччерен ыйтаççӗ: Ывăлу, Славик, хăçaн салтакран таврăнать-ха? Икĕ çул иртрĕ вĕт.
Михал пичче: Пирĕн Славик часах салтакран таврăнмасть-ха. Ăна Кубăна янă. Кубăран Фолкленда яраççĕ,- тесе хуравлать.
Ыйтаканни: Дембельсене ямаççĕ ĕнтĕ унта.
Михал пичче:Шанмастăн-и? Акă çырăвĕнче хăй çырнă. Вула,- тесе Славикрен килнĕ çыруне парать.
Çырăвěнче Славик çaпла çырнă: Aтте! Мана часах ан кèтĕр. Часах пыраймастăп. Мана губана ячĕç.

***

 Кузьма Ильич Абрамов Валерирен урокра:

- Валери! Кукăль вырăcла мĕн пулать?
Валери тарăн шухăша кайрě. Темле те шутласа пăхать.
Кузьма Ильич тата хыпалантарать:
- Мĕн, Валери, вырăcла кукăль мĕн пулнине пĕлместĕн- и?
- Мĕнле пĕлместĕп ĕнтĕ.  Конечно пĕлеп. Кукăль вăл вырăcла гоголь пулать,- тесе каласа хучĕ.
Евгений Илюхин

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев