Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валери Туркай Нальчикра чăвашла сăвă вуланă

Раштавăн 15-мӗшӗнче Нальчикри Патшалăх музыка театрӗнче Кабарда-Балкар АССРӗн халăх поэчӗ Кайсын Шуваевич Кулиев çуралнăранпа 105 çул çитнине халалланă юбилей каçӗ иртнӗ

Кайсын Кулиев совет балкар поэчӗ, прозаикӗ, журналист, çар корреспонденчӗ. Кабарда-Балкар АССРӗн халăх поэчӗ (1967), Ленин премийӗн лауреачӗ, СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, М.Горький ячӗллӗ РСФСР Патшалăх премийӗн лауреачӗ. Унăн произведенийӗсене тӗнчери 140 чӗлхене куçарнă, кӗнекисене Европа, Ази, Америка çӗршывӗсенче кăларнă. Пӗр авкă вăхăт Кайсын Кулиев Шупашкарта пурăннă, унти госпитальте сипленнӗ. Чăваш Республикин шӗкӗр хулинче К.Кулиева асăнса уçнă мрамор плита та пур. 
Нальчикри тӗлпулăва чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай та хутшăннă. Вăл чăваш космонавчӗ Андриян Николаев Нальчикăн хисеплӗ гражданинӗ пулнине аса илтернӗ, Махачкалари 59-мӗш шкула пирӗн ентеш ятне панă. 
Валери Туркай чăвашсем балкарсен икӗ поэчӗн кӗнекине тăван чӗлхене куçарни çинчен каласа панă. Шупашкарти Кайсын Кулиевăн асăну хăми чечексӗр тăмасть. Чăваш халăх поэчӗ Кайсын Кулиевăн сăввине авалхи пăлхарсен чӗлхипе вуласа панă хыççăн зал темӗнччен алă çупнă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев