Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валери Туркайăн çӗнӗ çитӗнӗвӗ

Тинех чăваш поэзийӗ ют çӗршывра палăра пуçларӗ. Хусанкайранпа ку йăла путланнăччӗ. Çӗнӗ саманара Айхи сăввисене çеç ют çӗршывсен чӗлхисене куçарнине пӗлетпӗр.

Сербин тӗп хулинчи Белградрри «Алма» издательствинче нумай пулмасть чăваш халăх поэчӗн Валери Туркайăн сербла куçарнă сăввисен пуххи пичетеленсе тухнă.
«Мелодия ночи» ятлă кӗнекене тӗрлӗ çулта çырнă сăвăсем кӗнӗ. Вӗсене серб чӗлхине Даяна Лазаревич поэтесса куçарнă.

Тинех чăваш поэзийӗ ют çӗршывра палăра пуçларӗ. Хусанкайранпа ку йăла путланнăччӗ. Çӗнӗ саманара Айхи сăввисене çеç ют çӗршывсен чӗлхисене куçарнине пӗлетпӗр. Хальхи вăхăтра халăхсем хушшинчи хутшăнусене литература шайӗнче чăвашсенчен Валери Туркай кăна тытса пырать тесен те йăнăшмăпăр. Çак кӗнеке тухни историре чăваш поэзийӗн çӗнӗ çитӗнӗвӗ пек кӗрсе юлӗ.  

Çакна та палăртмалла, кӗнекен умсăмахне Беларуç Республикикн информаци министрӗ Александр Карлюкевич çырнă. Сăвăсен пуххине те унăн пуçарăвӗпе кăларнă. Кӗнекене кӗнӗ сăвăсен куçарăвне паллă серб çыравçи Милутин Джуричкович та пысăк хак парать юлашкинчен.

Олег Цыпленков сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев