Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валерий Комиссаров Чӑваш Республикин журналисчӗсен ертӳҫинчех юлать

Валерий Петрович иртнĕ съездранпа тунă çитĕнÿсене тата çитменлĕхсене палăртрĕ

  

 

Чăваш журналисчĕсен ХХ съезчĕ иртни ҫинчен пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби

 

"Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче калем ăстисем, телерадиожурналистсем Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн XХ съездне пухăнчĕç. 

Чăваш наци конгресĕнчен çак яваплă форума тăватă пайташ хутшăнчĕ: вице-президент, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, Президиум пайташĕ Михаил Краснов тата Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров.

Малтанах делегатсем пĕрлĕхĕн председателĕн Валерий Комиссаровăн анлă докладне итлерĕç, сутсе яврĕç.

Валерий Петрович иртнĕ съездранпа тунă çитĕнÿсене тата çитменлĕхсене палăртрĕ. 

Унăн докладне сÿтсе явнă çĕре Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн  директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин пуçлăхĕ Анатолий Данилов, «Советская Чувашия» хаçат тĕп редакторĕ Владимир Васильев, ЧНК вице-президенчĕ, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука аслă сотрудникĕ Алексей Леонтьев, ЮТВ телеканал ертÿçи Юрий Гурьянов тата ыттисем те хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, тĕрлĕ ырă сĕнÿсем пачĕç.

Анатолий Ухтияров журналистсене конгресс президенчĕ Николай Угаслов ячĕпе саламларĕ, чи пултаруллисене ЧНК Хисеп грамотипе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче «Советская Чувашия» хаçат тĕп редакторĕ Владимир Васильев, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина, Элĕк район хаçачĕн тĕп редакторĕ Марина Леонтьева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин доценчĕ Эшкерат Амин Мухамат тата ЧНК президиумĕн пайташĕ, çыравçă Михаил Краснов. 

Журналистсен Отчетпа суйлав пухăвĕнче пирĕн пайташа, Вĕренÿ комитечĕн председательне Геронтий Никифорова журналистсен Союзне кĕнине ĕнентерекен удостоверенине пачĕç. Геронтий Лукиянович çырнă хайлавсемпе статьясем тăтăшах "Чăваш тĕнчи", "Сувар" тата ытти хаçатсенче пичетленеççĕ.

Съезд пĕрлĕхе тата 5 çула ертсе пыма Валерий Комиссаровах суйларĕ. Вăл  çак ĕçе 1992 çултанпа ăнăçлă пурнăçлать, общество ĕçне тĕппипе пĕлет.

Çавăн пекех съезд Союзăн çĕнĕ правленине 16 çынран суйларĕ, ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетрĕ", - тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев