Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂРĂМ ӖМӖРӖН ВĂРТТĂНЛĂХӖ – ЫРĂ КĂМĂЛТА

Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан Алексей Мельников 90 çул тултарчӗ

Мӗн авалтан пирӗн çӗршывра çӗр ӗçне хакланă. Çӗр ӗçлекенсене вара пурте хисепленӗ. Вӗсене яланах çӗршыва тăрантаракансем тенӗ. Халӗ те çаплах. Хресчен ӗçӗ вăл – 

пӗр-пӗр аппаланăвăн тӗсӗ кăна мар, вăл – пурнăç йӗрки. Çӗр ӗçченӗ нумай чух кăвак çутăллах ӗçе пуçăнать те сӗм çӗрлеччен тăрăшать, канмалли кунне те пăхмасть, уявне те – пӗрмай ӗçлет. Мӗншӗн тесен пӗлет – ӳркенмен çыннăн кăна сӗтел çинче ялан çăкăр пулать. Кун пирки Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан ӗç ветеранӗ Алексей Сидорович Мельников питӗ аван пӗлет. Хулара çуралса ӳснӗ çынсенчен хăшӗ-пӗри сӗтел çинчи апат-çимӗç ăçтан, еплерех пулнине пӗлмест те, кун çинчен тарăннăн шухăшламасть те пулӗ. Мельниковсен çемйинче вара çăкăр хакне пурте аван пӗлеççӗ, аслисем çамрăк ăрăва вӗрентсе пыраççӗ. 

 

Алексей Сидоровичăн ачалăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче иртнӗ. 8 çулта чухнех унăн хирте аслисемпе пӗр тан вăй хума тивнӗ. Çапла пилӗк яла пӗрлештерекен колхозра ӗçлеме пуçланă та вăл. 

Алексей Сидорович темпе те интересленекен çын. Унăн чи юратнă аппаланăвӗсенчен пӗри – вӗлле хурчӗсем. Çамрăк чухнех, 1955 çулта,  вăрманта уйрăлса тухнă хурт çемйине тытнă та ӗрчетме пуçланă, паянхи кун та пăрахмасть çак ӗçе. Пӗли-пӗлми кăна туман Çӗмӗртлӗ чăвашӗ çак ӗçе, пӗлӗвне ку тӗлӗшпе ӳстерсех тăнă – ятарласа вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе çыхăннă кӗнекесем çырăнса илнӗ, нумай вуланă, пӗлекенсенчен ыйта-ыйта пӗлнӗ. Паянхи куна унăн хуçалăхӗнче 30 вӗлле çемйи ӗнтӗ. Акă ӗнтӗ 68 çул Мельников пыл хурчӗсем ӗрчетет. Халӗ те çакăнпа çыхăннă литература вулама пăрахман-ха вăл – тӗрлӗ хаçат-журнал, кӗнеке вулать. Хуртсем ӗрчетес енӗпе хăйӗн системи Алексей Сидоровичăн. Хӗлле, ӗç сахалтарах чух, хăйех çӗнӗ вӗллесем ăсталать. Çак ӗçе кашни хӗл тăвать, мӗншӗн тесен киввисем вăхăт иртнӗçем юрăхсăра тухаççӗ. Рамкăсене те хăй аллипех тăвать шурсухал. Çавна кура унăн сӗтелӗ çинчен тутлă пыл пӗрре те татăлмасть. 

Каларăмăр ӗнтӗ, Алексей Мельников мӗн ачаран колхоз ӗçне çыпăçнă. Çитӗнсен çемье çавăрнă, Чистай районӗнчи Анат Кăтрата хӗрне Мария Степановнăна качча илнӗ. Вӗсем 40 çул ытла  килӗштерсе   пурăннă, 7 ача – пилӗк хӗрпе 2 ывăл – çуратса ӳстернӗ. Паянхи куна Алексей Сидоровичпа Мария Степановнăн 15 мăнукпа 15 кӗçӗн мăнук. Ывăлӗ Юрий ашшӗн тӗрекӗ, унпа пӗрле вӗлле хурчӗсем ӗрчетес ӗçпе аппаланать. 

«Восток-3» колхозра конюх, механизатор, платник, бригадир пулса тăрăшнă Алексей Сидорович тивӗçлӗ канăва тухни 30 çул ӗнтӗ. Вăл хăйӗн çемйине парăннă çын – ачисемпе мăнукӗсемшӗн тӗрек, юлташ, ырă канаш паракан. 

Çак уйăхăн пӗрремӗш кунӗнче Алексей Сидорович, пирӗн атте, 90 çул тултарчӗ. 90 çул – сумлă юбилей! Кашни этемех çапла юратмасть вӗт пурнăç. Вăрăм ӗмӗрлӗ пулнин вăрттăнлăхӗ атте ырă кăмăллă, пурнăçа юратакан, пурне те пулăшма тăрăшакан çын пулнинче-тӗр. Эпир çак сумлă кун аттепе пӗрле пулайнăшăн чӗререн савăнтăмăр. Юратнă çыннăмăра тата та нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр, унпа пӗрле тата пӗрре мар юбилей ирттерессе шанатпăр. 

 

Петр МЕЛЬНИКОВ.

Мельниковсен архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей