Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçă ачисем

Çурт пысăкчӗ пирӗн – урамалла пилӗк чӳрече тухатчӗ. Вăрçă вăхăтӗнче пирӗн çурт çынсăр тăман. Урамра урапасем тăратчӗç, картишре – лашасем. Окоп чавма çӳрекенсем те, вăрман касма каякансем те пирӗн патра çӗр каçатчӗç, йӗпеннӗ япалисене типӗтетчӗç. Пире, ачисене, анне хăш чух чăлана кӗртсе питӗрсе илетчӗ. Тӗрлӗ çын пулать вӗт, хăратчӗ пирӗншӗн.

Пирӗн ялти Нина Ивановна Урмаеван ачалăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче иртнӗ. Нина аппа хăй 1935 çулта çуралнă. Акă мӗн каласа панăччӗ вăл пире иртнине аса илсе. «Аттепе аннен пилӗк ачаччӗ – тăватă хӗр те пӗр ывăл. Атте, Иван Андреевич Чайкин, 1896 çулхиччӗ. Вăл тăватă вăрçа хутшăннă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен те сывах таврăнчӗ. Анчах та сывлăхӗ хавшанăччӗ çав. 1965 çулта çӗре кӗчӗ. Аслă вăрçа вăл хăй ирӗкӗпе кайнă, мӗншӗн тесен 45 çултан иртнӗ пулнă ӗнтӗ. Атте «эп нихçан та никама та вӗлермен» тетчӗ. Вăл çапăçусене хутшăнман, ăста платник валли вăрçăра ӗçӗ тупăнсах тăнă курăнать. Фронтра вăл йӗлтӗр, çуна тавраш, лаша кӳлмелли хатӗрсем, çуртсем юсанă. 

Аттен шăллӗ Мефодий Чайкин вара, 1908 çулта çуралнăскер, Тăван çӗршыва хӳтӗлесе 1944 çулта пуç хунă. Ăна Витебск облаçӗнче пытарнă. Пирӗн пӗртен-пӗр пичче, Александр Иванович Чайкин, 1922 çулта çуралнăскер, вăрçăччен вулав çуртӗнче ӗçленӗ. Астăватăп-ха, каçсерен пиччене кӗтсе лара-лара пукан çинчех çывăрса каяттăмччӗ, вара вăл мана киле йăтса каятчӗ. Пиччене вăрçă пуçлансан малтанхи кунӗнчех вăрçа илсе кайрӗç. Кăштахран вăл аманнă та ăна Хусанти госпитале сипленме янă. Анна аппа ăна курма Хусана та кайса килнӗччӗ, пӗрле сухарипе типӗтнӗ çӗрулми илсе кайнăччӗ. Сывалса çитсен пиччене каллех фронта ăсатнă. Вăл писарь пулнă. 1943 çулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче атака вăхăтӗнче пичче тăракан çӗрпӳрт тăпрапа хупланнă. Ăна Новгород облаçӗнче тăванла масарта пытарнă. 

Эпир Çармăс ялӗн варринче пурăнаттăмăр. Çурт пысăкчӗ пирӗн – урамалла пилӗк чӳрече тухатчӗ. Вăрçă вăхăтӗнче пирӗн çурт çынсăр тăман. Урамра урапасем тăратчӗç, картишре – лашасем. Окоп чавма çӳрекенсем те, вăрман касма каякансем те пирӗн патра çӗр каçатчӗç, йӗпеннӗ япалисене типӗтетчӗç. Пире, ачисене, анне хăш чух чăлана кӗртсе питӗрсе илетчӗ. Тӗрлӗ çын пулать вӗт, хăратчӗ пирӗншӗн. «Урапа çине лартӗç те илсе кайӗç, кайран ман сире ăçта шырас?» – тетчӗ анне. 

Каçсерен чӳречесене лайăх карса лараттăмăр. Çуртра çутă çуннине кăтартма юраман. Кашни каç дежурнăйсем ял тăрăх тӗрӗслесе çӳретчӗç. Пиртен кил урлă кукамай пурăнатчӗ. Вăл пире мунчара милӗкпе çапнине лайăх астăватăп. Кукамай хăй те вăйлă çапăнатчӗ. Çапăннă хыççăн çулла кӳлӗре шыва кӗретчӗ, хӗлле вара юр çинче йăваланатчӗ. Хӗлле тата мунча хыççăн юр тăрăх çара уран утатчӗ. Вăрçă хыççăн кукамай патне пӗр вăхăт фронтран таврăннă учительница Фаина Степановна Гаврилова хваттере кӗнӗччӗ. Вăл Таяпара 1924 çулта çуралнăскерччӗ. Фаина Степановна пире вăрçă çинчен ним те каласа памастчӗ, анчах та вăл хăйне мӗнле тытнине кура эпир вăрçăра хӗрсене еплерех йывăр пулнине сăмахсăрах ăнланаттăмăр. Çӳçне вăл çав тери вӗри шывпа çăватчӗ – вăрçăра пыйтланас мар тесе çапла çума вӗреннӗ ӗнтӗ. 1949 çулта эпӗ 7 класс пӗтертӗм. Кулаксен пулнă çуртсенче вӗренеттӗмӗр. Çавăн пек çуртсем ялта виççӗччӗ. Вӗсем питӗ пысăкчӗ. Ручка-тетрадь тавраш çукчӗ. Хаçатсем çине хур тӗкӗпе хăрăм пулăшнипе çыраттăмăр. 

Вăрçă çулӗсенче иртнӗ ачалăха çăмăл тесе калаймăн. Анчах та хамăра телейлӗ туяттăмăр – атте вăрçăран сывă таврăннă-çке. Шел паллах, нумай пурăнаймарӗ вăрçă хыççăн». Халӗ Нина Ивановна Урмаева хăй те пирӗнпе юнашар çук ӗнтӗ. Эпир унăн çутă сăнарне асра тытатпăр.  (Лидия КАРАЕВА.

Теччӗ районӗ, Çармăс. Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество