Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ветеранăн ырă ячӗ ял çыннисен асне яланлăхах кӗрсе юлнă

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кăçал 80 çул çитрӗ. Ку историре питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм ячӗпе 2025 çула Раççей Федерацийӗн Президенчӗ В.В.Путин Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе пӗлтерчӗ. Çӗршывăн пур кӗтесӗнче те çак ятпа çулталăкӗпех мероприятисем иртеççӗ. Паянхи кун Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче 1939 – 1945 çулсенчи хаяр вăрçăсене хутшăннă ветерансем юлмарӗç ӗнтӗ. Эпир вӗсене яланах асра тытатпăр. Вăрçăран сывă таврăннă салтаксене те малтанхи çулсенче çăмăлах пулман. Вӗсем вăрçă çулӗсенче юхăннă хуçалăха çӗнетсе ура çине тăратнă çӗрте ырми-канми ӗçленӗ. Колхозри ӗне, сысна, сурăх, лаша, чăх-чӗп витисене çӗнӗрен туса лартнă. Тырпул туса илес, выльăхсене пăхас çӗрте вăй хунă. Ялти шкула çӗнетнӗ, ун çумне тата пилӗк класс вӗренмелӗх пурасем хăпартса лартнă, хăмапа витнӗ, ялта çӗнӗ клуб тунă. Пӗренесене вăрмантан лашасемпе, вăкăрсемпе турттарнă. 1949 çулта, ял-йыш тăрăшса ӗçленипе, Аслă Сӗнче юханшывӗ çинче колхоз гидроэлектростанцине хута янă. Ку ӗçсенче пирӗн кӳршӗре пурăнакан вăрçă ветеранӗ Кӗçтюк пичче те хастаррăн ӗçленӗ…

Сакăр ачаран чи кӗçӗнни

Кӗçтюк тете, хăй каласа панă тăрăх, Яккулюх Йăкăнат (Яковлев Игнатий) çемйинче 1917 çулта çуралнă. Çемьере сакăр ачаран вăл чи кӗçӗнни пулнă. Çамрăклах аслисемпе пӗрле хуçалăхри ӗçсене тунă çӗрте вăй хунă. Тырă акнă, утă çулса тирпейленӗ çӗрте, çитӗннӗ тырпула вырса пуçтарса кӗртнӗ вăхăтра вăл çитӗннӗ çынсенчен юлмасăр ӗçленӗ. 

1926 çулта ялти шкула кайнă. Унпа пӗрле Сухунух Тимах­вийӗ (Тимофей Софонов), Казак Элекçейӗ (Алексей Казаков), Колин Эрçукӗ (Арсентий Колин), Михала Антунӗ (Антон Михайлов) тата ыттисем те вӗренме çӳренӗ. Ку ушкăнра пӗр хӗрача кăна, Мӗтри Маюкӗ (Мария Павлова), пулнă. Вăл çулсенче, 1921 çулта шкул пӳрчӗ çунса кайнине пула, ачасем çынсен килӗсенче вӗреннӗ. Кӗçтентти 1-мӗшпе 2-мӗш классенче Яка Энтри (Андрей Молоткин) пӳртӗнче, 3-мӗш класра Долгов Василисем патӗнче, 4-мӗш класра Кавăрле Павăлӗн (Павел Гаврилов) çуртӗнче пӗлӳ илнӗ. 

Ачасене Акулина Васильевна Петрушкова, Иван Исакович Исаков, Кузьма Никифорович Вас­труков, Сергей Сидорович Корнилов вӗрентнӗ. 4-мӗш клас­ра ачасем пионера кӗнӗ. Колхозра пионерсен çуртне уçнă. Пионерсен ӗçне Мăкшă Кулини (Акулина Игнатьевна Гаврилова) йӗркелесе янă. Советсен пысăк праçникӗсенче пионерсем Маюкăн хӗрлӗ тут­ринчен ялав туса урама демонстрацие тухнă. Кӗçтюк юрлама та, ташлама та пултарнă, уйрăмах шӳтлеме юратнă. 

Ачалăх çулӗсем сисӗнмесӗ­рех иртнӗ. Костя вăтам пӳллӗ, тӗреклӗ хул-çурăмлă каччă пулса çитӗннӗ. Йӗкӗт нимӗнле ӗçрен те хăраса тăман. Теветкеллӗ те çаврăнăçуллă çамрăк вăрман касма та, кӗтӳ кӗтме те, пура пурама та, лашапа лава çӳреме те, выльăх пăхма та, авăн çапма та, çăпата тума та, ытти ӗçе те ӳркенмесӗр пурнăçлама хăнăхнă. Вăл шыва кӗме кайсан юлташӗсене патваррăн ишнипе тӗлӗнтернӗ, сунара кайсан та, пулăран та нихăçан та тупăшсăр таврăнман. 30-мӗш çулсен варринче ăна Миккуль пиччӗшӗ вербовкăпа Владивос­ток патӗнчи Артём хулине илсе кайнă. Унта Кузнецовсем çӗр кăмрăкӗ кăларнă çӗрте ӗçленӗ.  

Хӗрлӗ Çар ретӗнче

1937 çулта Кӗçтюк тете аш­шӗ­пе амăшӗ патне таврăннă, ­çемьеленнӗ. Праски ятлă мăшăрӗ, Мăкшелӗнче çуралса ӳснӗскер, 1938 çулта хӗр çуратнă, ăна Улька ят панă. Çемье пуçне 1938 çул вӗçӗнче Хӗрлӗ Çар ретне илнӗ. Çар хӗсметне йӗкӗт Ленинград хули çывăхӗнче пуçланă. Вăл вăхăтра тӗнчери лару-тăру питӗ кăткăс пулнă. Хӗвеланăçӗнче фашистла Германи хӗç-пăшалланнă, ытти çӗршывсене тытса илсе пăхăнтарма пуçтарăннă. Хӗвелтухăçӗнче милитаристла Япони правительстви Совет Союзӗ çине тапăнма хатӗрленнӗ, пирӗн çӗршыва Байкал кӳлли таран тытса илме ӗмӗтленнӗ. 1939 çулта Монголи Халăх Республикинчи Халхин-Гол юханшывӗ патӗнче çапăçусем пулнă. Ăна Япони монголсен çӗрне турт­са илессишӗн хускатнă.

Ку конфликт майăн 11-­­­­мӗ­­шӗнчен пуçласа сентябрӗн 16-мӗшӗччен пынă. Монголипе Совет Союзӗн çарӗсем тăшмана тивӗçлӗн хирӗç тăнă. Авăн уйăхӗн 16-мӗшӗнче ку хирӗçӳ Япони ыйтнипе чарăннă. Çав çулах ноябрӗн 30-мӗшӗнче Финляндипе Совет Союзӗ хушшинче тепӗр вăрçă пуçланнă, вăл 105 кун хушши, 1940 çулхи мартăн 12-мӗшӗччен тăсăлнă. Константин Игнатьевича çак конфликт­ра пулма тӳр килнӗ. Вӗсен полкӗ «Карельский перешеек» текен вырăнта çапăçнă. Унта, Финн заливӗпе Ладога кӳлли хушшинче, финсен виçӗ линийӗнчен тăракан хӳтӗленӳ сооруженийӗсем пулнă. Ăна «Маннергейм линийӗ» тенӗ. Совет çарӗсем февраль уйă­хӗнче унти фронт линине татса малалла кайма пултарнă. Часах Финлянди правительстви пеме чарăнса мир тума ыйтнă. Хӗсмет вăхăчӗ иртсен, 1940 çул вӗçӗнче К.И.Кузнецов хӗрлӗармеец  демобилизаци йӗркипе тăван ялне таврăннă, колхозра ӗçлеме тытăннă.

Çӗнтерӳпе таврăннисем нихăçан та вăрçă ан пултăр тетчӗç...   

Анчах мирлӗ пурнăç нумая пыман, 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăйпитти арçынсем пӗрин хыççăн тепри тăшманпа çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хевелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта Кузнецов сержант 190-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 58-мӗш стрелоксен полкӗн отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. 

Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салтакăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çулхи августăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони Капитуляци актне алă пуснипе вӗçленнӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.

Эпӗ аттесӗр ӳснӗ, çавăнпа мана час-часах Кӗçтюк пичче ывăлӗсемпе пӗрле хăйсен мунчинче çуса кăларатчӗ, такмакла-такмакла хурăн милкипе çапатчӗ, ӳссе çитӗнсе хăюллă салтак пулма сунатчӗ. Эпир, шăпăрлансем, «вăрçăлла» выляма юрататтăмăр. Фронтра пулнă салтакран вăрçă çинчен каласа пыма ыйтаттăмăр. Вăл пире темех каласа памастчӗ, шкулта тăрăшса вӗренме сӗнетчӗ, çирӗп сывлăхлă пулса çитӗнме хистетчӗ. Пирӗн ыйтусем çине: «Эпӗ хăравçă пулман», – тесе хуравлатчӗ. Кашни çулах майăн 9-мӗшӗнче ытти вăрçă ветеранӗсемпе ял варрине лартнă палăк патне хăйӗн медалӗсемпе орденӗсене çакса пыратчӗ. Асăну митингӗ хыççăн ветерансене колхоз вăйӗпе хăна тăвасси йăлана кӗнӗччӗ. Ăна фронтовиксем «нарком 100 грамӗ» е «Ворошилов паёкӗ» тетчӗç. Хăна пулнă май сӗтел хушшинчи калаçусем, асаилӳсем пуçланатчӗç. Тискер вăрçă çулăмӗ витӗр иртнӗ Кӗçтюк пичче яланах: «Кӗçтюк хăравçă пулман», – тетчӗ. Правительство наградисене мӗнле паттăрлăхшăн илнине каласа памастчӗ. Ку ун чухне патшалăх  вăрттăнлăхӗ пулнă. Çӗнтерӳпе таврăннă салтаксем малашне нихăçан та вăрçă ан пултăр тетчӗç.    

Паттăр разведчик

2015 çул Аслă Çӗнтерӳ 70 çул тултарнă тӗле Раççей Федерацийӗн Оборона министерстви II тӗнче вăрçипе çыхăннă нумай вăрттăн  материала интернетра вырнаçтарма тытăнчӗ. Эпир вӗсемпе кăсăкланса паллашма пуçларăмăр. Хыпарсăр çухалнă салтаксенченнумайăшне ăçта пуç хунине тупма пултартăмăр, вăрçă паттăрӗсене ăçта тата мӗнле наградăсем панине шыраса тупрăмăр…

РФ Оборона министерствин Тӗп архивӗнчи материалсенчен Константин Игнатьевич Кузнецов финн вăрçи хыççăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 1942 çулта хутшăнма пуçлани паллă. Вăл Воронеж фрончӗн 237-мӗш стрелковăй дивизийӗнче 501-мӗш разведчиксен уйрăм ротинче çапăçнă. Ку дивизие августăн 3-мӗшӗнче Брянск фрончӗн 38-мӗш армийӗн йышне кӗртнӗ. Воронеж çывăхӗнчи хаяр çапăçусенче 1942 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче хăюллă разведчика пӗрремӗш хут уринчен амантнă. Суранӗ çăмăл пулнипе вăл госпитальте нумай вăхăт сипленмен, хăйӗн дивизине таврăннă. 1943 çул пуçламăшӗнче разведчиксен подразделенийӗ Курск облаçӗнчи Касторная станцине, Белгород облаçӗнчи Новый Оскол хулине ирӗке каларнă çӗре хутшăннă. Унта Кузнецов ефрейтор февралӗн 23-мӗшӗнче иккӗмӗш хут йывăр мар  аманнă. 

Февралӗн 2-мӗшӗнче К.И.Кузнецов хăйӗн ушкăнӗнчи разведчиксемпе çывăхри Орловка тата Удобное ялӗсенче тăшман пуррипе çуккине тӗрӗслеме тата, май пулсан, «чӗлхе» тытса килме приказ илнӗ. Орловка посёлокӗнче нимӗçсем пулман, çавăнпа разведчиксен ушкăнӗ çӗрле 3 сехетре Удобное посёлокне çитсе кӗнӗ. Часах пӗр çурт патӗнчи хурал тăракан нимӗçе асăрханă. Кӗçтюк вăрттăн йăпшăнса пырса тӗп тунă ăна. Канакан фрицсене тыткăна илес шутпа çиçӗм пек хăвăрт пӳрте чупса кӗнӗ те: «Руки вверх»,– тесе кăшкăрнă. Унта 14 тăшман салтакне тыткăна илнӗ. Вăл çакăн пекех теветкеллӗхпе нимӗçсенчен тата виçӗ çурта тасатнă. Çак ăнăçлă разведкăра вăл тăрăшнипе 71 фрица тыткăна илнӗ, вӗсенчен иккӗшне хирӗç тăма тытăнсан вырăнтах персе пăрахнă. Награда хучӗ çинче тапăну тапхăрӗнче харсăр разведчик тăшманăн 16 салтакне тӗп туни çинчен те асăнса хăварнă. Çак паттăрлăхшăн 501-мӗш разведчиксен ротин командирӗ Константин Кузнецов хӗрлӗармееца Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ памалла тесе йышăннă. Анчах та паттăр разведчик апат-çимӗç çитмен пирки пӗр офицерпа хирӗçсе кайнă. Çак пăтăрмаха пула ăна 1943 çул февралӗн 12-мӗшӗнче орден вырăнне «Хăюлăхшăн»  медальпе наградăланă). 

Çӗнтерӗве Кёнигсбергра кӗтсе илнӗ

1943 çул март уйăхӗнче 237-мӗш стрелковăй полк Сумы облаçӗнчи Краснополье патӗнче тăнă. Ку вырăн Курск пӗккин чи кăнтăр пайне лекнӗ. Июлӗн 5-мӗшӗнче унта Курск çапăçăвӗ (Курская битва) пуçланнă. Константин Игнатьевич ку çар операцине те хутшăннă. Июлӗн 14-мӗшӗнче Орёл облаçӗнчи Болхов районне кӗрекен Кривцово ялӗ патӗнче пулнă пысăк çапăçура йывăр аманнă. Суранӗсем тӳрленсе çитменнипе кӗркунне Кӗçтюк тетене килне янă.

1944 çулхи кăрлач уйăхӗнче Кузнецов ефрейтора хӗсмете тепӗр хут илсе кайнă. Малтанах запасри çар чаçӗнче миномётчиксене хатӗрлекен çӗрте, кӗçӗн командирсен шкулӗнче вӗреннӗ, сержант званийӗ илнӗ. 1-мӗшпе 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче Украинăпа Белорусси, Польша çӗрӗсене ирӗке кăларнă çӗрти çапăçусене хутшăннă. Мартăн 30-мӗшӗнче Виляш ялӗ патӗнче аманнă, ку фронтовикăн 4-мӗш суранланăвӗ пулнă. Çав çулах июлӗн 20-мӗшӗнче Кузнецов сержант Минск хули çывăхӗнче пиллӗкмӗш хут аманнă. Сывалнă хыççăн ăна 1944 çулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче 110-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 1287-мӗш стрелоксен полкне янă. Унта вăл отделени командирӗ пулнă, миномёт расчётӗнче наводчик тивӗçӗсене пурнăçланă. 3-мӗш Белорусси фронтӗнче «Хӗвелтухăç Прусси» наступлени операцийӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн 1945 çул апрелӗн 6-мӗшӗнче ăна 1287-мӗш стрелоксен полкӗн командованийӗ III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăланă. 

Çапăçу хирӗнче миномётпа персе икӗ пулемёт точкине тӗп тунă тата çирӗме яхăн тăшман салтакне пӗтернӗ. Февралӗн 12-мӗшӗнче нимӗçсен контратаки вăхăтӗнче сăнав пунктӗнче тăракан взвод командирӗ Шульгин йывăр аманнă. Кузнецов, хăй пурнăçне шеллемесӗр, тăшман пӗр чарăнми вут сирпӗтнине пахмасăр, хăйӗн командирне хăрушсăр вырăна илсе тухнă, вилӗмрен хăтарнă. Паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн ăна III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлама йышăннă. Тăван çӗршывăн шанчăклă хӳтӗлевçи Кёнигсберг хула-крепостьне штурмланă çӗре те хутшăннă. Çӗнтерӗве Кёнигсберг хулинче кӗтсе илнӗ.

1945 çулта Константин Кузнецова «1941-1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германине çӗнтернӗшӗн», 1946 çулта  «Японине çӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградаланă. 1985 çулта вăрçă ветеранӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденне илме тивӗçнӗ. Тата ăна Аслă Çӗнтерӳ 20, 25, 30 çул тултарнă ятпа юбилейлă медальсем парса хавхалантарнă.

Ветеран колхоз производствинче тӗрлӗ ӗçре вăй хунă, бригадир та, конюх та, платник те пулнă. Пур ӗçе те яланах тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Пенсие каяс умӗн колхозри пушар хуралӗнче ӗçленӗ. Хурал пӳрчӗ çумӗнчи лаша витинче талăкри хăш вăхăтра та икӗ-виçӗ лаша, лавсем çинче шыв тултарса хунă пичкесем, алă вăйӗпе ӗçлекен пушар насусӗ кӗтмен инкек сиксе тухнă вырăна кайма хатӗр тăнă. Унти утсем Кӗçтюк пичче пекех харсăр пулнă, вутран та, шывран та хăраман. 

Константин Игнатьевич хăйӗн командипе тата ял халăхӗ пулăшнипе пӗрре кăна мар пушар сӳнтернӗ чухне çынсен пурлăхне çăлса хăварма пулăшнă. 1976 çулта «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» кăкăр çине çакмалли паллă илме тивӗçнӗ. Кивӗ Ӳселӗнче унăн пилӗк ывăлпа тăватă хӗр çитӗннӗ, çемьеленнӗ, çӗршыв экономикин тӗрлӗ отраслӗнче ӗçленӗ… 

Тăван çӗршывăн хастар хӳтӗлевçин чӗри 1992 çулта тапма чарăннă. Унăн ырă ячӗ тата «Кӗçтюк хăравçă пулман» сăмахӗсем ял çыннисен асне яланлăхах кӗрсе юлнă.

Çӗнтерӳпе таврăннисем нихăçан та вăрçă ан пултăр тетчӗç...   

Анчах мирлӗ пурнăç нумая пыман, 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăйпитти арçынсем пӗрин хыççăн тепри тăшманпа çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хӗвелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта Кузнецов сержант 190-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 58-мӗш стрелоксен полкӗн отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. 

Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салта­кăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çулхи авгус­тăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони Капитуляци актне алă пуснипе вӗçлен­нӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.

Эпӗ аттесӗр ӳснӗ, çавăнпа мана час-часах Кӗçтюк пичче ывăлӗсемпе пӗрле хăйсен мунчинче çуса кăларатчӗ, такмакла-такмакла хурăн милкипе çапатчӗ, ӳссе çитӗнсе хăюллă салтак пулма сунатчӗ. Эпир, шăпăрлансем, «вăрçăлла» выляма юрататтăмăр. Фронтра пулнă салтакран вăрçă çинчен каласа пыма ыйтаттăмăр. Вăл пире темех каласа памастчӗ, шкулта тăрăшса вӗренме сӗнетчӗ, çирӗп сывлăхлă пулса çитӗнме хистетчӗ. Пирӗн ыйтусем çине: «Эпӗ хăравçă пулман», – тесе хуравлатчӗ. Кашни çулах майăн 9-мӗшӗнче ытти вăрçă ветеранӗсемпе ял варрине лартнă палăк патне хă­йӗн медалӗсемпе орденӗсене çакса пыратчӗ. Асăну митингӗ хыççăн ветерансене колхоз вăйӗпе хăна тăвасси йăлана кӗнӗччӗ. Ăна фронтовиксем «нарком 100 грамӗ» е «Ворошилов паёкӗ» тетчӗç. Хăна пулнă май сӗтел хушшинчи калаçусем, асаилӳсем пуçланатчӗç. Тискер вăрçă çулăмӗ витӗр иртнӗ Кӗçтюк пичче яланах: «Кӗçтюк хăравçă пулман», – тетчӗ. Правительство наградисене мӗнле паттăрлăхшăн илнине каласа памастчӗ. Ку ун чухне патшалăх  вăрттăнлăхӗ пулнă. Çӗнтерӳпе таврăннă салтаксем малашне нихăçан та вăрçă ан пултăр тетчӗç.

Паттăр разведчик

2015 çул Аслă Çӗнтерӳ 70 çул тултарнă тӗле Раççей Федерацийӗн Оборона министерстви II Тӗнче вăрçипе çыхăннă нумай вăрттăн материала интернет­ра выр­наçтарма тытăнчӗ. Эпир вӗсем­пе кăсăкланса паллашма пуçларă­­мăр. Хыпарсăр çухалнă салтаксенчен нумайăшне ăçта пуç хунине тупма пултартăмăр, вăрçă паттăрӗсене ăçта тата мӗнле наградăсем панине шыраса тупрăмăр…

РФ Оборона министерствин Тӗп архивӗнчи материалсенчен Константин Игнатьевич Кузнецов финн вăрçи хыççăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 1942 çулта хутшăнма пуçлани паллă. Вăл Воронеж фрончӗн 237-мӗш стрелковăй дивизийӗнче 501-мӗш разведчиксен уйрăм ротинче çапăçнă. Ку дивизие августăн 3-мӗшӗнче Брянск фрончӗн 38-мӗш армийӗн йышне кӗртнӗ. Воронеж çывăхӗнчи хаяр çапăçусенче 1942 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче хăюллă разведчика пӗрремӗш хут уринчен амантнă. Суранӗ çăмăл пулнипе вăл госпитальте нумай вăхăт сипленмен, хăйӗн дивизине таврăннă. 1943 çул пуçламăшӗнче разведчиксен подразделенийӗ Курск облаçӗнчи Касторная станцине, Белгород облаçӗнчи Новый Оскол хулине ирӗке каларнă çӗре хутшăннă. Унта Кузнецов ефрейтор февралӗн 23-мӗшӗнче иккӗмӗш хут йывăр мар аманнă. 

Февралӗн 2-мӗшӗнче К.И.Кузнецов хăйӗн ушкăнӗнчи разведчиксемпе çывăхри Орловка тата Удобное ялӗсенче тăшман пуррипе çуккине тӗрӗслеме тата, май пулсан, «чӗлхе» тытса килме приказ илнӗ. Орловка посёлокӗнче нимӗçсем пулман, çавăнпа разведчиксен ушкăнӗ çӗрле 3 сехет­ре Удобное посёлокне çитсе кӗнӗ. Часах пӗр çурт патӗнчи хурал тăракан нимӗçе асăрханă. Кӗçтюк вăрттăн йăпшăнса пырса тӗп тунă ăна. Канакан фрицсене тыткăна илес шутпа çиçӗм пек хăвăрт пӳрте чупса кӗнӗ те: «Руки вверх», – тесе кăшкăрнă. Унта 14 тăшман салтакне тыткăна илнӗ. Вăл çакăн пекех теветкеллӗхпе нимӗçсенчен тата виçӗ çурта тасатнă. Çак ăнăçлă разведкăра вăл тăрăшнипе 71 фрица тыткăна илнӗ, вӗсенчен иккӗшне хирӗç тăма тытăнсан вырăнтах персе пăрахнă. Награда хучӗ çинче тапăну тапхăрӗнче харсăр разведчик тăшманăн 16 салтакне тӗп туни çинчен те асăнса хăварнă. Çак паттăрлăхшăн 501-мӗш разведчиксен ротин командирӗ Константин Кузнецов хӗрлӗармееца Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ памалла тесе йышăннă. Анчах та паттăр разведчик апат-çимӗç çитмен пирки пӗр офицерпа хирӗçсе кайнă. Çак пăтăрмаха пу­ла ăна 1943 çулхи февралӗн 12-мӗ­шӗнче орден вырăнне «Хăюлăх­шăн»  медальпе наградăланă. 

Çӗнтерӗве Кёнигсбергра кӗтсе илнӗ

1943 çулхи март уйăхӗнче 237-мӗш стрелковăй полк Сумы облаçӗнчи Краснополье патӗнче тăнă. Ку вырăн Курск пӗккин чи кăнтăр пайне лекнӗ. Июлӗн 5-мӗшӗнче унта Курск çапăçăвӗ (Курская битва) пуçланнă. Константин Игнатьевич ку çар операцине те хутшăннă. Июлӗн 14-мӗшӗнче Орёл облаçӗнчи Болхов районне кӗрекен Кривцово ялӗ патӗнче пулнă пысăк çапăçура йывăр аманнă. Суранӗсем тӳрленсе çитменнипе кӗркунне Кӗçтюк тетене килне янă.

1944 çулхи кăрлач уйăхӗнче Кузнецов ефрейтора хӗсмете тепӗр хут илсе кайнă. Малтанах запасри çар чаçӗнче миномётчиксене хатӗрлекен çӗрте, кӗçӗн командирсен шкулӗнче вӗреннӗ, сержант званийӗ илнӗ. 1-мӗшпе 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче Украинăпа Белорусси, Польша çӗрӗсене ирӗке кăларнă çӗрти çапăçусене хутшăннă. Мартăн 30-мӗшӗнче Виляш ялӗ патӗнче аманнă, ку фронтовикăн 4-мӗш суранланăвӗ пулнă. Çав çулах июлӗн 20-мӗшӗнче Кузнецов сержант Минск хули çывăхӗнче пиллӗкмӗш хут аманнă. Сывалнă хыççăн ăна 1944 çулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче 110-мӗш стрелоксен дивизи­йӗнчи 1287-мӗш стрелоксен полкне янă. Унта вăл отделени командирӗ пулнă, миномёт расчётӗнче наводчик тивӗçӗсене пурнăçланă. 3-мӗш Белорусси фронтӗнче «Хӗвелтухăç Прусси» наступлени операцийӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн 1945 çулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче ăна 1287-мӗш стрелоксен полкӗн командованийӗ ­III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăланă. 

Çапăçу хирӗнче миномётпа персе икӗ пулемёт точкине тӗп тунă тата çирӗме яхăн тăшман салтакне пӗтернӗ. Февралӗн 12-мӗшӗнче нимӗçсен контр­атаки вăхăтӗнче сăнав пунктӗнче тăракан взвод командирӗ Шульгин йывăр аманнă. Кузнецов, хăй пурнăçне шеллемесӗр, тăшман пӗр чарăнми вут сирпӗтнине пахмасăр, хăйӗн командирне хăрушсăр вырăна илсе тухнă, вилӗмрен хăтарнă. Паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн ăна III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлама йышăннă. Тăван çӗршывăн шанчăклă хӳтӗлевçи Кёнигсберг хула-крепостьне штурмланă çӗре те хутшăннă. Çӗнтерӗве Кёнигсберг хулинче кӗтсе илнӗ.

1945 çулта Константин Кузнецова «1941–1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн», 1946 çулта  «Японие çӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградăланă. 1985 çулта вăрçă ветеранӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденне илме тивӗçнӗ. Тата ăна Аслă Çӗнтерӳ 20, 25, 30 çул тултарнă ятпа юбилейлă медальсем парса хавхалантарнă.

Ветеран колхоз производствинче тӗрлӗ ӗçре вăй хунă, бригадир та, конюх та, платник те пулнă. Пур ӗçе те яланах тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Пенсие каяс умӗн колхоз­ри пушар хуралӗнче ӗçленӗ. Хурал пӳрчӗ çумӗнчи лаша витинче талăк­ри хăш вăхăтра та икӗ-виçӗ лаша, лавсем çинче шыв тултарса хунă пичкесем, алă вă­йӗпе ӗçлекен пушар насусӗ кӗтмен инкек сиксе тухнă вырăна кайма хатӗр тăнă. Унти утсем Кӗçтюк пичче пекех харсăр пулнă, вутран та, шыв­ран та хăраман. 

Константин Игнатьевич хăйӗн командипе тата ял халăхӗ пулăшнипе пӗрре кăна мар пушар сӳнтернӗ чухне çынсен пурлăхне çăлса хăварма пулăшнă. 1976 çулта «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» кăкăр çине çакмалли паллă илме тивӗçнӗ. Кивӗ Ӳселӗнче унăн пилӗк ывăлпа тăватă хӗр çитӗннӗ, çемьеленнӗ, çӗршыв экономикин тӗрлӗ отраслӗнче ӗçленӗ… 

Тăван çӗршывăн хастар хӳ­тӗлевçин чӗри 1992 çулта тапма чарăннă. Унăн ырă ячӗ тата «Кӗçтюк хăравçă пулман» сăмахӗсем ял çыннисен асне яланлăхах кӗрсе юлнă.  

 

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Сăнӳкерчӗксем Кузнецовсен çемье архивӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны ВОВ 2025 ГодЗащитникаОтечества герои ВОВ #80летПобеды