Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçăра пуç хунă ентешӗмӗр тăван çӗрте канлӗх тупрӗ

Кăçалхи апрель вӗçӗнче Мускаври шыравçăсем Ржев хули çывăхӗнче  Аксу районӗнчи Беловка çыннин, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Никита Николаевич Кузьминăн виллин юлашкине тупнă.

Астăвăм Кӗнекинче палăртнă тăрăх, вăл 1919 çулта Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă, Аксу районӗн çар комиссариачӗ урлă вăрçа кайнă. Хӗрлӗармеец, 30-мӗш Армин 371-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1231-мӗш стрелоксен полкӗнче хӗсметре тăнă, 1942 çулхи августăн 10-мӗшӗнче вилнӗ. Ăна Ржев хули патӗнчи Ржев – Осташков трассăн 21-мӗш километрӗнчи Бахмутово территори участокне кӗрекен Победа поселокӗнче пытарнă, каярах виллине Коптиха ялне куçарнă. Ку Астăвăм Кӗнекинче çырни.
Анчах та ентешӗмӗр 79 çул хушши ăçта вилнӗ, çавăнтах выртнă. Камăн вилли пулнине хăвăрт пӗлме вара этемӗн шăмми-шакки патӗнче выртакан винтовка патронӗнчен ăсталанă капсула пулăшнă. Шыравçăсем шăпах ун ăшӗнче тупнă та Никита Николаевичăн мăшăрӗн ятне тата адресне çырнă запискăна.
Тăванӗсем Никита Николаевичăн виллин юлашкине хăй вилнӗ кун – августăн 10-мӗшӗнче – Çырчалли хулин масарӗнче мăшăрӗн Авдотья Николаевнăн вилтăприйӗ çине пытарнă. Авдотья Николаевна виличчен шăпах çак хулара ывăлӗ патӗнче пурăннă.
Вăрçăра пуç хунă салтакăн виллин юлашкине илсе килсе пытарас ӗçре Çырчаллинчи шыравçăсен отрячӗ питӗ нумай пулăшу панă Никита Кузьминăн тăванӗсене. Мускаври шыравçăсем вара салтакăн виллин юлашкисене илсе килме пулăшнă. Çырчаллипе Мускав шыравçисене Н.Кузьминăн тăванӗсем чӗререн тав тăваççӗ.
Сăмах май, Аксу районӗнчи Беловка ялӗнчен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 138 çын кайнă. Çав шутран 57-шӗ кăна каялла киле таврăнайнă, 81-шӗ вара яланлăхах вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Таврăнайманнисен хушшинче пиччӗшӗпе шăллӗ Кузьминсем те пур – 1919 çулта çуралнă Никита Николаевич тата 1921 çулта çуралнă Тимофей Николаевич. Тимофей Тельман районӗн çар комиссариачӗ урлă 1942 çулхи январьте вăрçа кайнă, 1943 çулхи мартра хыпарсăр çухалнă.
Кăçал Беловкăра Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне вăрçăра пуç хунисене тата Çӗнтерӳпе сывă таврăннисене халалласа çӗнӗ палăк уçрӗç.

 

Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ,
Беловка.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ВОВ память

2
X